Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр ылмашӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче вӑл Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Александр Ефремова вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑха вӑл 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.
Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама паянтан Николай Косулина шаннӑ. Ҫак ведомствӑра Николай Николаевич министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать.