Патӑрьел районӗнчи сӑвӑрсем ҫуркунне сиснине туйса хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Ҫак хыпар Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минмистерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, сӑвӑрсем юр ҫине час-часах тухкаласа кӗреҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа апатланаҫҫӗ тата юр ҫиеҫҫӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫак чӗрчунсем хӑйсен йӑвине йӗркене кӗртме тытӑнӗҫ. Юрӑхлӑ пек туйӑнмасан ҫӗннине те тӑвӗҫ.
Сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен пирӗн тӑрӑхра нарӑс уйӑхӗн 27—ака уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ-мӗн.
Пуш—ака уйӑхӗсенче сӑвӑр амисем пӗтӗленме тытӑнаҫҫӗ. 30-35 кунран ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минмистерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурасем 9—11 сантиметр тӑршшӗ пулаҫҫӗ, вӗсен йывӑрӑшӗ — 30-40 грамм. Сӑмах май, аҫа-сӑвӑр пӗтӗ е ӗмӗртекен амапа пӗрле пурӑнмасть иккен.