Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шкул ачисем

Культура

Паллӑ ҫыравҫӑ, Шупашаар районӗнчи Тойтерек (унччен Чуралькасси) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Илларионов (Иван Мучи) ҫуралнӑранпа авӑнӑн 29-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Иван Мучи ҫинчен чылай тӗпчесе пӗлнӗ, унӑн кун-ҫулӗнчи паллӑ самантсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.

Шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Никооаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Мучин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫыравҫӑн хӗрӗ Людмила Ивановна Фомина ҫемье архивӗнчи материалӗсене шкула парнелени пысӑк пулӑшу кӳрет. Вӗренекенсем 1928-мӗш ҫулхи, 1930-1940-мӗш ҫулсенчи «Капкӑн» журналсемпе (пичет кӑларӑмне шӑпах Иван Мучи никӗсленӗ) кӑсӑклансах паллашнӑ, ҫемьен сӑн ӳкерчӗкӗсен альбомне пӑхса тӗлӗннӗ, хайлавӗсене вуласа тишкернӗ.

«Иван Ивановичӑн пурӗ 113 псевдоним пулнӑ, вӗсен шутӗнче Утик, Хӑймала, Мами, Сӑнакан, Илтекен, Куракан... Халӑхра ӑста сатирик Иван Мучи тенипе асра юлнӑ», – тесе хыпарлать Алина Николаева.

Сӑмах май, ӗнер Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирика асӑнса литература каҫӗ иртнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Кураври ватӑсем
Кураври ватӑсем

Ҫынна савӑнма нумай та кирлӗ мар. Ватлӑхра пушшех те. Манманни, ҫын сума суни паха. Хальхи вӑхӑтра Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ял тӑрӑхӗсенче пухусем ирттерме тытӑнчӗҫ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнче те йӗркеленӗ.

Пуху умӗн ватӑсем унта ҫӗкленекен чиркӗве кайса килнӗ. Ватӑсене ҫавӑн пекех куравпа та паллаштарнӑ. Япони пултарулӑхне кӑтартаканнипе. «Канзши яппунсен ӳнерӗ» курав вырӑнти шкул ачисем хӑйсен аллипе хатӗрленӗ.

Унта-кунта курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пуху пуҫланнӑ. Ҫывхаракан уяв ячӗпе ватӑсене тӗрлӗ шайри тӳре-шара салам сӑмахӗ каланӑ. Тата пухӑва Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫыннин 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ иккен. Хастар ватӑн «Сторона моя Ишакская» кӗнеке хӑтлавӗ те иртнӗ.

Концерт курнӑ хыҫҫӑн ватӑсем уяв сӗтелӗ хушшине пухӑннӑ.

Сӑнсем (17)

 

Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫул ҫитмен 16 пин ытла ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑтӑр урлӑ каҫнисемпе вӗсенчен аслисем 4-5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах колхозӑн кӑшман уйне ҫум ҫумлама е утӑ тавӑрма ҫӳренине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Каярах вара пӗчӗкле ӗҫлеттерме юрамасть тесе саккун тухрӗ. Халӗ 14 ҫултан иртсен ҫеҫ сенӗк-кӗреҫе тытма юрать. Вӗсен те пулин ашшӗ-амӑшӗ, опекӑпа попечительство органӗ хут ҫырса ирӗк пани кирлӗ. Унтан та ытларах — пур ӗҫе те кӳлӗнеймӗн, ҫӑмӑлтараххине кӑна. Юрӗ, ҫитӗ кун пирки — вӑл умсӑмах вырӑнне пулчӗ тейӗпӗр…

Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхса хӑварнӑ, ҫамрӑксене шалу тӳлеме ӗҫ паракансен хӑйсен те тупра тупмалла — пурӗ 3,8 миллиона яхӑн.

Паллах, муниципалитетсем те айккинче юлмӗҫ. Вӗсем 3 миллиона яхӑн уйӑрмалли паллӑ. Пуринчен пысӑк суммӑна (1,1 миллион тенкӗ ытларах) ҫак тӗллевпе Шупашкар хули кӑларса хурӗ. Кунта, ахӑртнех, ҫамрӑксем йышлӑ пулни те витӗм кӳрет-тӗр. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисем 220 тата 200-шер пин уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.

Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисен «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне ирттерчӗ. Ӑна эпир пӗлтӗрех пуҫласаччӗ те сахал ӗҫ ярса панӑран кӑҫалччен тӑсрӑмӑр. Акан 30-мӗшӗнче комикссене йышӑнмалли тапхӑр вӗҫленчӗ те малалла хаклав тапхӑрӗ пырӗ.

Хаклав йӗрки пӗлтӗрхи пекех пулӗ: темиҫе ҫынна хаклама парӑпӑр та вӑтам паллӑ кӑларса вырӑнсем палӑртӑпӑр.

Комикссен ӑмӑртӑвне пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартса. Пурнӑҫларӑмӑр теме пулать — пурӗ 20 яхӑн ӗҫ килчӗ.

Шел те, тимлӗхсӗре пула ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултараймарӑмӑр пулас. Чылай ӗҫе ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнтарса пурнӑҫларӗҫ... Ҫавӑнпа та хаклав ӗҫӗнче эпир комикссене икӗ пая уйӑрас терӗмӗр — пӗр пайӗнче хӗҫпе ҫыхӑннисем пулӗҫ (унта пурӗ 14 ӗҫ), тепӗр пайӗнче — ыттисем (5). Пӗтӗмӗшле йышпа кунта паллашма пулать.

Малалла...

 

Ӑмӑрту саманчӗ
Ӑмӑрту саманчӗ

Иртнӗ кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, шкул ачисем шахматпа выляса ӑмӑртнӑ. Ахаль выляман, ку ӑмӑрту Чӑваш Ен Президенчӗн Кубокӗшӗн иртекен XIII Спартакиада шутне кӗрет.

Финалта районсенчи 6 ушкӑн тата хула ачасем тупӑшрӗҫ — вӗсем маларах хӑйсен районӗсемпе хулисенче мала тухнӑ пулнӑ.

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн чи маттур шахматҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарсем пулни палӑрнӑ, вӗсем ыттисенче лайӑхрах выляни сисӗннӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене вара пӗр-пӗринчен пӗр очко ҫеҫ уйӑрса тӑнӑ. Ҫапла май Шупашкар хулин ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна лекнӗ, Элӗк районӗн ачисем — виҫҫӗмӗшне. Унсӑр пуҫне Ҫӗмерле хулипе Елчӗк районӗн ачисем лайӑх вылянине палӑртма пулать.

Мала тухнӑ пур ушкӑна та медальсемпе, дипломсемпе тата асра юлмалли парнесемпе чысланӑ. Мала тухнӑ ятпа эпир пурне те саламлатпӑр!

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.01.2021 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 26

1878
143
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ.
1890
131
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ.
1950
71
Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org