Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чыславсем

Политика

ЧР Элтеперӗн мӑшӑрӗ Наталья Николаева ертсе пыракан Хӗрарӑмсен пӗрлӗхне республикӑри Общество палатин председателӗ Ванифатий Шайкин Тав хучӗ панӑ. Ку – Элтепер суйлавне тӳпе хывнӑшӑн.

Кун пирки Наталья Николаева телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Суйлав умӗн Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ тата Общество сӑнавӗн штабӗ «суйлава тӗрӗс те уҫӑмлӑ» ирттерес тӗлӗшпе пӗрле ӗҫлеме килӗшсе татӑлнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Красноармейски округӗнчи Пикшик ялӗнче пурӑнакан Ивановсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Наталия Владимировнӑпа Владимир Николаевич 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 ача ҫуратнӑ, вӗсене ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Наталия Владимировна вырӑнти лавккара сутуҫӑра ӗҫлет. Владимир Николаевич «Кетра» заводра аппаратчикра тӑрӑшать. Унӑн алли ылтӑн: кил хуҫалӑхӗнче хуралтӑ таврашӗсене хӑйех ҫӗкленӗ. Ачисем те маттур: аслисем ӗҫлеҫҫӗ, кӗҫӗннисем шкулта вӗренеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫитчарак ялӗнче пурӑнакан Римма Захаровӑна «Амӑшӗ-героиня» ята панӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Римма Николаевнӑпа Леонид Иванович 10 ача ӳстернӗ: 6 ывӑл тата 4 хӗр. Виҫҫӗшӗ вӗренеҫҫӗ-ха, ыттисем вара ҫемье ҫавӑрса мӑнуксем парнеленӗ. Захаровсен пӗтӗмпе 13 мӑнук. Икӗ аслӑ ачи – нумай ачаллӑ, пӗр ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать.

Аса илтерер: «Амӑшӗ-героиня» ята тивӗҫнисене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх,Ҫӗмӗрле округӗн «Вперед» хаҫачӗн тӗп редакторне сумлӑ ятпа чысланӑ. Анна Аношина Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Анна Аношкина район хаҫатне 2017 ҫултанпа ертсе пырать. Издательство ӗҫӗнче вӑл 2006 ҫултанпа вӑй хума тытӑннӑ. Хӑйне пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ пек кӑтартса Анна Аношкина ертӳҫӗ должноҫӗ таран ҫитнӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр Мускавра Владимир Путин президентӑн пресс-конференцине хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона

Комсомольски округӗнчи Владимир Мунтайкина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ку наградӑна вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.

Шӑпа ӑна ҫамрӑк чухнех механизатор профессийӗ патне илсе ҫитернӗ – 1977 ҫулта «Урожай» колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. Канашри училищӗре професси илсен, салтака кайса килсен хӑйӗн пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ.

Халӗ кашни ир вӑл уя тухать, сехечӗ-сехечӗпе руль умӗнче ларать. Ака-суха-и, тыр-пул пухса кӗртмелле-и, выльӑх апачӗ хатӗрлемелле-и – йӑлтах лайӑх пурнӑҫлать Владимир Васильевич.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Марина Карягина поэт, журналист, сценарист, драматург Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир вӑл халӑх тетелӗчи страницинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, хыпарланӑ.

«Мускавран 140 ытла ҫӗршыв ҫынни хутшӑнакан Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна кайма йыхрав илсен малтан иккӗленсе тӑтӑм: ку ытла та пысӑк чыс, ку масштаблӑ мероприятире манран мӗн усси... Темшӗн литературӑра хам уҫнӑ ҫӗнӗ жанрпа (амфистрофпа) ҫырнӑ чи пысӑк хайлава ярса пама ыйтрӗҫ. 2016 ҫулта ҫырнӑ пӗр поэмӑна ярса патӑм.

Халь эпӗ тӗп хуламӑрта. Те кулас, те йӗрес — паян пач кӗтмен ҫӗртен ҫакӑн пек Ӗнентерӳ хучӗ илме тӳр килчӗ.

Планета ҫинчи 140 ытла халӑх хушшинче чӑваш пулма питӗ кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ пултаруллӑ чӑваш поэчӗ.

Ӗнентерӳ хучӗнче Марина Карягина тӗнче литературине ҫӗнӗ жанр — Марина Карягина поэт, журналист, сценарист, драматург Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир вӑл халӑх тетелӗчи страницинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, хыпарланӑ.

«Мускавран 140 ытла ҫӗршыв ҫынни хутшӑнакан Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна кайма йыхрав илсен малтан иккӗленсе тӑтӑм: ку ытла та пысӑк чыс, ку масштаблӑ мероприятире манран мӗн усси.

Малалла...

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пурӑнакан мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Кулясовсем 1972 ҫултанпа пӗрле. Владимир Михайлович – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Валентина Ивановна вара тӑван ялӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Вӗсем пӗр ывӑл ӳстернӗ. Халӗ икӗ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15193
 

Республикӑра
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ята пилӗк ҫынна пама йышӑннӑ. Вӗсем пурте — «Промтрактор» тулли мар яваплӑ обществӑра ӗҫлекенсем.

Ку ята предприятин тӗп юсавне йӗркелекен пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Жиганов, Ольга Максимова ертсе пыракан инженер-технолог — технологи ушкӑнӗн ертӳҫи, Юрий Михайлов резчик, Олег Прокопьев слесарь, Тамара Федорова шлифовщик тивӗҫнӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумне, Чӑваш Енӗн экс-премьерне Наталия Партасовӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев савутра пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл ӑна наградӑна панӑ.

Сӑмах май, 2020 ҫулта Наталия Юрьевна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах вӑл Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

«Уҫӑ хула» порталта сасӑлав вӗҫленнӗ. Апла кам тивӗҫӗ-ха кӑҫал «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята?

Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн директорӗ Михаил Резников чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн респондентсен 59 проценчӗ сасӑланӑ. Пӗтӗмпе 5 пин ҫын унта хутшӑннӑ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене пӑхса тухма парӗҫ. Вӗсем татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 52
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 27

1911
115
Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1943
83
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2002
24
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ