Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чикӗсем

Тӗнчере

Венгри влаҫӗсем Хорвати чиккинче ҫӳллӗ карта тытма шут тытнӑ. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Виктор Орбан ҫапла туса лартни мигрантсем ҫӗршыва массӑллӑ пырса кӗнинчен хӳтӗлеме май парассипе ӑнлантарнӑ.

Венгри витӗр кӑҫал 200 пин ытла мигрант иртсе кайнӑ. Венгри Шенген зонине кӗнӗ май унта лексен Европа тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах иртсе ҫӳреме май килнӗрен мигрантсем унта лекме ӑнтӑлаҫҫӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗскерсем Европӑра хӳтлӗх тупма шанаҫҫӗ.

Мигрантсен ҫулне пӳлес тесе полицейскисем шывпа перекен ятарлӑ пӑшалпа та усӑ курнӑ, куҫҫуль юхтараканнипе те. Мигрантсенчен хӑшӗсем суранланнӑ та.

Ҫӳллӗ картана Хорватипе Венгри хушшинчи 41-мӗш километр тӗлӗнче хӑпартса лартасшӑн. Ун пек чикке маларах Серби чиккинче тума ӗлкӗрнӗ-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.bbc.com/russian/rolling_news
 

Раҫҫейре Калуговски посёлокӗн анклавӗ
Калуговски посёлокӗн анклавӗ

Калуга облаҫӗн Смоленск облаҫӗн ҫӗрӗнче пӗр анклав вырнаҫнӑ — Калуговски посёлок. Унта 199 ҫын, ҫав шутра 55 ача пурӑнать. Посёлокра пурӑнакан ҫынсемшӗн ку хӑш-пӗр чӑрмавсем кӳнӗ пулать — куҫман пурлӑха регистрацилеме, социаллӑ инженери инфрструктурине юсама чӑрмантарнӑ.

Ӗнер вара Смоленск депутачӗсем икӗ регион хушшинче тунӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Смоленск облаҫӗ ҫапла май 386 гектар ҫӗр ҫухатать, ун вырӑнне Калуга облаҫӗ ӑна 415 гектар ҫӗр парать. Ку ылмашусене тунӑ хыҫҫӑн Калуговски посёлокӗ Калуга облаҫӗн ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫма тытӑнӗ, анклав шайӗнчен тухӗ.

Асаилтеретпӗр, Чӑваш Енӗн те унашкал анклавсем сахал мар: Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва, Шӑмӑршӑ районӗнчи Улмаллӑ Ял, Канаш тата Максим Горький ялсем. Вӗсем тавра чӑваш ялӗсем пур пулин те вӗсене кӳршӗ республикӑн ҫӗрӗсем ҫавӑрса илнӗ: Канаш тӗслӗхрен Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн варринче вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр чӑваш ялӗ республикӑн чиккипе юнашар пулин те Тутарстан ҫӗрне кӗрет (т-х: Чӑваш Паснапуҫ, Ҫӗнӗ Упи, Кивӗ Упи, т. ыт. те).

 

Шупашкарӑн Йӑлӑм енӗ (Яндекс картти)
Шупашкарӑн Йӑлӑм енӗ (Яндекс картти)

Шупашкар хулин ҫӗрӗ 155 гектарпа пуянланчӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.

Хула чикки Йӑлӑм енри ҫӗрсемпе анлӑланнӑ — хула шутне кӗрекен Севернӑй, Пролетарски, Первомайски, Сосновка, Октябрьски посёлоксен ҫӗрӗсем пысӑкланнӑ. Сосновка ҫӗрӗсенех илес пулсан вӗсем 84 гектар ӳснӗ.

Ҫӗнӗрен уйӑрнӑ лаптӑксем ҫинче халӑх валли ҫурт лартма ирӗк парасшӑн — ҫапла май Йӑлӑм енчи канӑва аталантарма, культура тата пурнӑҫа лайӑхлатма шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i422.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхăрта эсир шалтан тапса тăракан хăвата туятăр. Тĕнчене парăнтарăр! Спортпа туслашма лайăх тапхăр, ирех тăма хăнăхăр. Кăрлачăн 17-мĕшĕнче асăрханăр: улталанас хăрушлăх пур. Шалти сасса итлĕр.

Кӑрлач, 16

1903
118
Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ.
1911
110
Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1924
97
Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1931
90
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ.
1936
85
Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ.
1939
82
Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ.
1941
80
Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ.
1941
80
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org