Шупашкар хулин ҫӗрӗ 155 гектарпа пуянланчӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.
Хула чикки Йӑлӑм енри ҫӗрсемпе анлӑланнӑ — хула шутне кӗрекен Севернӑй, Пролетарски, Первомайски, Сосновка, Октябрьски посёлоксен ҫӗрӗсем пысӑкланнӑ. Сосновка ҫӗрӗсенех илес пулсан вӗсем 84 гектар ӳснӗ.
Ҫӗнӗрен уйӑрнӑ лаптӑксем ҫинче халӑх валли ҫурт лартма ирӗк парасшӑн — ҫапла май Йӑлӑм енчи канӑва аталантарма, культура тата пурнӑҫа лайӑхлатма шутлаҫҫӗ.