Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: турнирсем

Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкесем ял халӑxӗн тата спонсорсен укҫипе хоккей курупки туса лартнӑ. Ӑна ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 5-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута янӑ.

Янтӑ спорт объектне уҫма тӳpe-шара та пынӑ. Вӗceн йышӗнче Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑxӗ Сергей Горбунов, Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗ Николай Федоров пулнӑ.

Сергей Горбунов cӑмах илнӗ май хоккей курупки ҫaк вӑййа юратакансемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан ял ҫыннисемшӗн Раштав парни пулнине палӑpтнӑ.

Палӑpтса хӑвармалла, ӗнерех Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн турнир иртнӗ. Унта Пучинкесен «Ҫамрӑклӑx» команди ҫӗнтернӗ. Сергей Сергеев чи ӑcта вӑйӑҫӑ ятне тивӗҫнӗ, Кирилл Краснов вара чи маттур хапхаҫӑ пулса тӑнӑ.

 

Спорт

Вӑй-хал культурин кунне халалласа Шупашкарти тӗп пляжра икӗ кун волейболла вылӗҫ. Пляж волейболӗ енӗпе иртекен турнир уҫӑ мелпе иртӗ.

Турнир ҫурла уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче иртӗ. Ку шӑпах канмалли кунсене лекет. Эппин, шупашкарсем кану кунӗсене сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ.

Регистраци шӑматкун 12 сехетре пуҫланать. Пӗрремӗш кун квалификациллӗ вӑйӑсем иртӗҫ, унпа килӗшӳллӗн ушкӑнсене йӗркелӗҫ.

Вырсарникун, ҫурлан 9-мӗшӗнче, икӗ ушкӑн хушшинче ӑмӑрту пуҫланать.

Тупӑшӑва ҫынсене тӑраниччен волейболла выляма май туса парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Пӗлмешкӗн: пляж волейболӗнче иккӗне иккӗн выляҫҫӗ. Турнир йӗркелӳҫи Оксана Смагина каланӑ тӑрӑх, вӑй-хал культурин кунне ҫулталӑкри чи савӑнӑҫлӑ кун тӑвасшӑн.

Турнир пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-919-665-44-85 телефонпа шӑнкӑравлама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65191
 

Спорт

Улатӑрти «Труд» стадионта арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол енӗпе хула турнирӗ иртнӗ. Тупӑшу самаях хӗрӳ пулнӑ. Унта пӗтӗмпе Улатӑр хулинчи вӑйлӑ 10 команда хутшӑннӑ.

Турнир Олимп мелӗпе иртнӗ. Пӗр сӑмахпа, выляса янӑ команда турниртан тухса ӳкнӗ.

Пӗтӗмлӗтӳ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш вырӑна 17-мӗш пушар чаҫӗн спортсменӗсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна ҫамрӑксен «Зенит» команди тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем — «Спутник - 1» футболҫисем.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене хисеп хучӗсемпе, медальсемпе чысланӑ.

 

Раштавӑн 1-3 хушшинче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ II Пӗтӗм Раҫҫей шайри сӗтел хушшинчи теннис ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва ветерансем хутшӑннӑ, парнесене вара «В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти ПО» ФГУП тивӗҫтернӗ. Парнесене ҫӗнсе илес тесе Самар, Жигулевск, Чулхула, Дзержинск, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи, Мари Эл, Тутарстан республикисенчи, Киров облаҫӗн тата Чӑваш Ен районӗсенчи ветерансем кӗрешнӗ.

 

Чӑваш Енри спортсменсем пурӗ 8 ылттӑн, 3 кӗмӗл тата 1 пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсем:

* Сергей Иванов (Шупашкар, Раҫҫейӗн Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗн представителӗ, 30-39 ҫулхисем хушшинче ҫӗнтернӗ)

* Сергей Юрьев (УАО «Дорисс» тӗп инженерӗ, 50-59 ҫулхисем хушшинче ҫентернӗ)

* Николай Метлов (60 ҫултан аслӑраххисен хушшинче пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗн вылякансем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ)

* Людмила Климова (50-59 ҫулхисем хушшинче ылттӑн медале тивӗҫнӗ, «В.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне документсем алă пусма, пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума аван. Çĕнĕ çынсемпе паллашăр, туссемпе çыхăну тытăр – ку сире халĕ кирлĕ. Ыттисен вăйсăрлăхĕнчен ан кулăр.

Раштав, 07

1992
27
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org