Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта йӑлана кӗнӗ II Пӗтӗм Раҫҫейри сӗтел хушшинчи теннис ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.12.2006 21:01 | 2563 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 1-3 хушшинче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ II Пӗтӗм Раҫҫей шайри сӗтел хушшинчи теннис ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва ветерансем хутшӑннӑ, парнесене вара «В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти ПО» ФГУП тивӗҫтернӗ. Парнесене ҫӗнсе илес тесе Самар, Жигулевск, Чулхула, Дзержинск, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи, Мари Эл, Тутарстан республикисенчи, Киров облаҫӗн тата Чӑваш Ен районӗсенчи ветерансем кӗрешнӗ.

 

Чӑваш Енри спортсменсем пурӗ 8 ылттӑн, 3 кӗмӗл тата 1 пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсем:

* Сергей Иванов (Шупашкар, Раҫҫейӗн Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗн представителӗ, 30-39 ҫулхисем хушшинче ҫӗнтернӗ)

* Сергей Юрьев (УАО «Дорисс» тӗп инженерӗ, 50-59 ҫулхисем хушшинче ҫентернӗ)

* Николай Метлов (60 ҫултан аслӑраххисен хушшинче пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗн вылякансем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ)

* Людмила Климова (50-59 ҫулхисем хушшинче ылттӑн медале тивӗҫнӗ, «В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти ПО» ФГУП ӗҫчешӗ)

* Дмитрий Ананьев чи нумай медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 40-49 ҫулхисем хушшинче пурнете ҫӗнтернӗ, Юрий Антоновпа пӗрле вяласа ылттӑн медале ҫӗнсе илнӗ, микст уйрӑмӗнче Лариса Балашовӑпа (Самар облаҫӗ) выласа ылттӑн медале тивӗҫнӗ. Вӗҫӗнче вара Игорь Мигаловпа (Раҫҫей чемпионӗ) выляса ӑна та ҫӗнтернӗ, турнир ҫӗнтерӳҫи ятне илнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#турнирсем, #теннис, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем