Йӗпреҫ округӗнчи Эконом ялӗнче канмалли питӗ илемлӗ вырӑн пур. Вӑл - «Хӑтлӑ картиш».
Ӑна Валентинӑпа Юрий Русковсем хута янӑ. Кунашкал кану вырӑнӗ пирки вӗсем тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Кивӗ фермӑна туянсан ӗмӗтне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Халӗ унта - мунча, икӗ хӑна ҫурчӗ, банкет залӗ тата пулӑ тытмалли пӗве. Русковсем экзотикӑллӑ чӗрчунсен зоопаркне уҫасшӑн. Хальлӗхе уна понисем, чӑхсем, кӑрккасем пур.
Станьял // 1921.30.1272
2024.10.15 11:41 | |
Савӑнтарать ҫапла ҫивӗч ҫынсем пурри! Ӑнӑҫу пултӑр, вӑй патӑр |