Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: съездсем

Раҫҫейре

Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче Раҫҫей Журналистсен союзӗн XII съезчӗ иртет. Унта Чӑваш Енрен 10 ҫын хутшӑнать: республикӑри Журналистсен союзӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедрин пуҫлӑх Анатолий Данилов, «Чӑваш Ен» ПТРК информаци программисен службин ертӳҫи Елена Егорова, ЮТВ телекомпани директорӗ Юрий Гурьянов, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Елена Зайцева, Куславкка районӗн «Ялав» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Валентин Константинов, Етӗрне районӗн «Ӗҫ ялавӗ» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Светлана Трилинская, Канаш районӗн «Канаш» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова, Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева, «Хыпар» хаҫат тишкерӳҫи Юрий Михайлов.

Съездра Раҫҫей Журналистсен союзӗн председательне ертсе пыракана суйлӗҫ. Хальхи ертӳҫӗ Всеволод Богданов тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахассине пӗлтернӗ.

 

Культура

Чӑваш наци конгресӗн юбилейлӑ 10-мӗш съезчӗ умӗн Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ.

Тӗлпулу ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртнӗ. Унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ съезда йӗркелесе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, тӗллевсене палӑртнӑ.

Каласа хӑвармалла, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче Шупашкарта нумай мероприяти иртӗ. 28-мӗшӗнче вара съезд пулӗ, унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата чикӗ леш енчен 320 делегат килсе ҫитмелле. Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Раҫҫейри чӑваш наци-культура автономийӗсен паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ: ҫивӗч ыйтусем тата вӗсене татса памалли майсем» ятпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Унта тӳре-шара, чӑваш наци-культура пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, ЧНК президиумӗн пайташӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫав кунах уяв концерчӗ пулӗ.

 

Республикӑра
Алевтина Федорова
Алевтина Федорова

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн съезчӗ иртнӗ. Унта районти хӗрарӑмсен канашӗсен элчисем те килнӗ. Пӗтӗмпе 600 ытла ҫын пухӑннӑ.

Аса илтерер: ЧР Хӗрарӑмсен канашӗ председательсӗр юлнӑ. Ӑна 2009 ҫултанпа Ольга Зайцева ертсе пынӑ. Шел те, вӑл ҫурла уйӑхӗн варринче вӑрах вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ.

Съездра Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Инна Исаева Алевтина Федоровӑна председателе суйлама сӗннӗ. Ку кандидатурӑна пурте ырланӑ.

Сӑмах май, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Алевтина Федорова ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Паллӑ ӑсчах тата общество деятелӗ Николай Дроздов Шупашкара килнӗ. Вӑл ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ.

Биолог, тетеертӳҫӗ авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ халӑхсен съездне хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна Михаил Васильевич тав тунӑ. Элтепер Николай Дроздов общество ӗҫне хастар хутшӑнни пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхсене хавхалантарнине палӑртнӑ. Ку ҫамрӑкесене воспитани парас ӗҫре те пулӑшнине каланӑ.

Николай Дроздов вара съезд пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Ку тӗрлӗ наци ҫыннисене туслаштарнинче иккӗленмест вӑл. Паллӑ телеертӳҫӗ Чӑваш Ен такӑнмасӑр аталаннине, ку съезд пӗрлӗхе кӑтарнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36291
 

Вӗренӳ

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ иртет. Хальхинче ӑна Чӑваш Енре йӗркелеме палӑртнӑ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 250 ытла ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен элчисем, вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем, ялти вӗрентекенсем пулӗҫ.

Съездӑн пленарлӑ пайне РФ Вӗренӳ министерствин ҫӗнӗ ертӳҫи Ольга Васильева тата Рособрнадзорӑн пуҫлӑхӗ Сергей Кравцов килме пултарӗҫ. Кӑҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанӑвӗнче» тема тавра калаҫӗҫ.

Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри I съезд 2012 ҫулта РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ. Иккӗмӗш съезда 2014 ҫулта Тамбов облаҫӗнче йӗркеленӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2020 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере теветкелленме кирлĕ мар. Аван мар лару-тăрăва лекме, пысăк укçа çухатма, çывăх çынсемпе вăрçăнма пултаратăр. Ку тапхăрта Сурăхсене илемлĕ роман кĕтет, унăн малашлăхĕ пур. Шăнса пăсăласран асăрханăр.

Авӑн, 27

1841
179
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
130
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
99
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
97
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
83
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org