
Самолетри пассажир бортпроводника ҫапнӑ. Вӑл ӑна туалета яман-мӗн.
Ку шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Победа» авиакоманин «Мускав – Шупашкар» самолетӗнче пулнӑ. Ҫав арҫынна суд тунӑ ӗнтӗ.
Судра акӑ мӗн ӑнлантарнӑ вӑл. Арҫын самолета лариччен Шереметьево аэропортӗнчи бизнес-залра хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ, анчах, хӑй каланӑ тӑрӑх, «ӳсӗрӗлмен, хаваслӑ кӑмӑллӑ кӑна пулнӑ». Самолетра вӑл кӳршипе паллашма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ.
Хирӗҫӳ Шупашкарта анса лариччен тухнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл вӑраннӑ, унӑн туалета каяс килсе кайнӑ. Вӑл юнашар ларакан хӗрарӑма тӑрса ирттерсе яма ыйтнӑ. Анчах лешӗ тӑрайман, мӗншӗн тесен ларкӑчсен хушшинче ҫынсем пулнӑ. Куншӑн арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне кӑшкӑрма, тем те пӗр каласа хӑртма тытӑннӑ. Бортпроводникӑн ӑна лӑплантарма тивнӗ. Вӑл арҫынна тӗпел пӳлӗмне илсе кайнӑ та полици киличчен тытса тӑнӑ. Анчах пассажир ниепле те лӑпланайман – бортпроводника хырӑмӗнчен ҫапнӑ.
Судра арҫын айӑпне йышӑнман. Вӑл алӑпа кӑна хӑлаҫланнӑ имӗш. Ҫапах суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Арҫын ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ, анчах приговор улшӑнман.

Эрех ӗҫме укҫа паманшӑн хӗрарӑм арҫыннӑн ҫуртне ҫунтараса ярасшӑн пулнӑ. Куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пулса иртнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм пӗлӗшӗнчен эрех илме укҫа ыйтнӑ. Анчах лешӗ паман, хирӗҫленӗ. Хӗрарӑм ун чухне ӳсӗр пулни паллӑ. Хайхискер кӳреннӗ, ӑна тавӑрма шухшланӑ ахӑртнех – унӑн ҫуртне ҫунтарма тӑнӑ. Хӗрарӑм канистрӑпа бензин илсе килнӗ те алӑк умне сапса чӗртсе янӑ. Телее, ҫурт ҫунса кайма ӗлкӗреймен. Кил хуҫи ҫулӑма вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Ҫапах та судра хӗрарӑм айӑпне йышӑнман. Апла пулин те унӑн явапне тытмах тивнӗ. Халӗ унӑн патшалӑха ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлесе татмалла. Приговорпа килӗшӳллӗн, хӗрарӑма юсанмалли центра ӑсатнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтакӗн картти ҫинчен 1 млн яхӑн тенкӗ вӑрланӑ.
Вӑл салтака банк карттине илнӗ чухне пулӑшу сӗннӗ. Анчах хӑй ҫав вӑхӑтра карттӑна сӑн ӳкерсе юлнӑ та ҫулталӑк тӑршшӗпе мобильлӗ сарӑм урлӑ укҫа-тенке илсе тӑнӑ, таварсемшӗн тӳленӗ. Ҫапла вӑл салтак картти ҫинчен пӗтӗмпе 930 пин тенкӗ вӑрланӑ.
Следстви пуҫлансан арҫын тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑмах май, салтак картти ҫинчен укҫа-тенкӗ вӑрланӑ тӗслӗхсем унччен те пулнӑ. Шел те, ҫынсем ҫӑмӑл майпа пуйса юласшӑн. Анчах ваттисем калашле, ҫӑмал укҫа пулмасть, вӗренӗн те вӗҫӗ пур.
Асӑрхаттаратпӑр: урамра картта тупса унпа лавккара тӳлени те укҫа вӑрлани шутланать.

Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗ нейросетьпе усӑ курма ирӗк паракан пилотлӑ проект хута яма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗлӗх тӗллевӗ — суд практикине стандартизацилесси тата ҫын хушша-хуппа кӗнипе йӑнӑшнине сахаллатасси. Ку вӑл официаллӑ чӗлхепе ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапла пулать.
Ҫӗнӗ технологие пурнӑҫа кӗртме профиль концепцийӗ йышӑннӑ тата Суд компетенцийӗсен центрне йӗркеленӗ.
Искусство ас-тӑнӗпе усӑ курнӑ чухне IT-индустрие этика кодексне мала хума вӗрентесшӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Аслӑ судӗнче искусство ӑс-тӑнӗ тӳре вырӑнне ӗҫлемӗ, вӑл ӗҫе ҫӑмӑллатма ҫеҫ пулӑшӗ. Суд процесӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва унчченхиллех судья татса парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, искусство ӑс-тӑнӗ ӗҫе ҫӑмӑллатма тата хӑвӑртлатма кирлӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ урамра ӳсӗр ҫывӑракан пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсионерка пенсин пӗр пайне кашни уйӑхрах пухса пынӑ. Ӑна вӑл банкра тытман, ялан ҫумра илсе ҫӳренӗ. Пухнӑ укҫапа вӑл хваттер юсас тенӗ.
Пӗр кунхине хӗрарӑм 250 тенкӗ укҫа, карас телефонӗ тата хутаҫри 235 пин тенкине илсе уҫӑлма тухнӑ. «Бистро» кафене кӗрсе икӗ черкке эрех ӗҫнӗ. Тахҫан та пӗрре ҫеҫ ӗҫет-мӗн те часах ӳсӗрӗлсе кайнӑ. Кафере паллакан хӗрарӑма курсан унпа ӗҫме тытӑннӑ, кайран мӗн пулса иртнине астумасть.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницинче ҫеҫ тӑна кӗнӗ. Ҫипуҫӗ вараланса пӗтнӗ пулнӑ, пичӗ суранланнӑ, телефонпа укҫа ҫумра пулман.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫакна палӑртнӑ. Пенсионерка каҫхи 2 сехетре «Турист» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне аптека тӗлӗнчи икӗ машина хушшинче персе аннӑ. Тепӗр сехетрен ӑна малтанхи пӗлӗш-хӗрарӑм тата икӗ арҫын асӑрханӑ. Хӗрарӑм укҫа хутаҫҫине кӗсьене илсе чикнӗ.
Ҫын укҫине илекенни судра ӗнентернӗ тӑрӑх, хутаҫра 30 пин ҫеҫ пулнӑ.

Суд Канашра пурӑнакан хӗрарӑм, почтӑра операторта ӗҫленӗскер, айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл клиентсене каламасӑр банк карточкисене вӗсен ячӗсемпе хатӗрленӗ.
Ҫакӑ паллӑ: 2025 ҫулхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ҫак хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче, ҫав вӑхӑтрах «Почта Банк» агентӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 24 клиентран ыйтмасӑрах электрон майпа ал пуснине хатӗрленӗ те вӗсен ячӗпе перекет счечӗ уҫса банк картти илнӗ. Хӗрарӑм паспорт даннӑйӗсене ҫырнӑ, ҫирӗплетмелли кодсене клиентсенченех ыйтнӑ – почта пулӑшӑвне тума кирлӗ тесе суйнӑ. Унсӑр пуҫне документсенче вӗсемшӗн алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл банкран электрон ал пусни тунӑшӑн 30-50 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, кашни карттӑшӑн – 255 тенкӗ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ, следствие пулӑшнӑ. Суд унӑн виҫӗ пӗчӗк ача пуррине шута илсе 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата 2 ҫул пулӑшу сферинче ӗҫлеме чарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Советски урамӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки тӗнче тетелӗнчи пабликсенче хыпар сарӑлнӑччӗ-ха.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул ҫинчи инкек пирки хут ҫырма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӗлтен иртсе пыракан виҫӗ арҫын урлӑ-пирлӗ калаҫма, йӗрке хуралҫисене усал сӑмахпа кӳрентерме пуҫланӑ.
Пакунлисем хайхисене йӗркеллӗ тытма ыйтни те витӗм кӳмен. Йӗркене пӑсакансене полицие илсе кайма тӑрсан та вӗсем тӑна кӗме шутламан: йӗрке хуралҫисен тумӗнчен ярса илнӗ, вӗсене тӗксе яма хӑтланнӑ.
Пуҫтахсене лӑплантарма пакунлисен ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курма тивнӗ.
Халӗ ҫав усалсене суд тенкелӗ ҫине лартнӑ, вӗсене 7-12 кун таран ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Кӑмакана бензин сапса чӗртни пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ: пушар тухнӑ, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вилнӗ.
Кун пек инкек кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски округӗнчи Карай ялӗнче пулнӑ. Ӳсӗр арҫын кӑмака хутма шухӑшланӑ та унта бензин сапнӑ, шӑрпӑк чӗртнӗ. Ҫунакан шӗвек часах хыпса илнӗ, кӑмака умӗнчи тивсе илекен япаласем ҫине куҫнӑ, унтан пӳрчӗпех сарӑлнӑ.
Ҫав самантра пӳлӗмре унӑн арӑмӗ ҫывӑрнӑ. Вӑл та ӳсӗр пулнӑ. Шел те, хӗрарӑм пушартан тухайман, сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын бензин хӑрушӑ пулнине пӗлнӗ, анчах ҫӑмӑлттайла хӑтланнӑ. Суд ҫулталӑк ҫурӑлӑха унӑн ирӗкне чикӗлеме йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.

Ятарласа мар пулӗ-ха, анчах хитре мар пулса тухнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашъел ялӗнче масара йӗркене кӗртме шухӑш тытнӑ. Ун валли ятарлӑ ҫынна, пӗр усламҫӑна, тупнӑ. Анчах хайхискер йывӑҫ касма тӑрсан вӗсене виле пытарнӑ вырӑн тавра тытнӑ картасем ҫине тӳнтерсе ярса пӗтернӗ.
Халӗ усламҫӑран ҫынсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн.
Масар ҫинче ӗҫлекен усламҫӑ мӗн хӑтланнине вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ. Ун хыҫҫӑн надзор органӗ подрядчика сиенленӗ объектсене (официаллӑ чӗлхерен этем чӗлхи ҫине куҫарсан карта тата палӑк тенине пӗлтерет ӗнтӗ) йӗркене кӗртме хушса хут ҫырса панӑ. Унсӑр пуҫне ҫынсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.

Чӑваш Енре суд шкул ачи валли 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
16 ҫулти хӗрача физкультура урокӗнче йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шкула апат-ҫимӗҫ турттарса пынӑ ГАЗель хыҫалалла чакарнӑ чух хӗрачана таптаса кайнӑ. Пӗрре ҫеҫ те мар, малалла кайнӑ чух тепре каҫса кайнӑ.
Инкек Вӑрмарти Е.Г. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта пулса иртнӗ.
53 ҫулти водителе суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн ҫулталӑк ҫурӑлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Хӗрачана хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ. Вӑл хӗрача вӗренекен шкултан тата ГАЗель водителӗ ӗҫленӗ организацирен 1 миллион тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд прокуратура тавӑҫне тивӗҫтерме йышӑннӑ.
