Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑшисем

Ҫутҫанталӑк

Шупашкар районӗнче паян пӗрисем пӑши асӑрханӑ. Кӗске видео тӑрӑх хакласан, ҫул хӗрринче 3 пӑши пулнӑ. Вӗсем «М-7» федераци ҫулӗ ҫине, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшине, тухнӑ.

Чӗрчунсем автоҫулпа пыракан ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен машинин видеорегистраторӗ ҫине лекнӗ. Видеона Инстаграмри «gibdd121» паблика вырнаҫтарнӑ.

«Вӑрмансем патӗнчи ҫулсем ҫинче асӑрхануллӑ пулӑр. Чӗрчунсем ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку пӑшисене эпир «М-7» ҫул ҫинче, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшинче, асӑрхарӑмӑр. Хӑвӑртлӑха пӑхӑнма лайӑх сӑлтав», – тесе хыпарланӑ пабликра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CFEwUelpL9U/
 

Ҫутҫанталӑк gov.cap.ru сайтри сӑн
gov.cap.ru сайтри сӑн

Юлашки эрнере Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ.

Шупашкар ҫывӑхӗнче ав хир сыснине ҫапса кайнӑ. Улатӑр районӗнче пӑши кустӑрма айне лекнӗ. Муркаш районӗнче вара тӳрех икӗ пӑши урапа айне лексе вилнӗ.

Пӗтӗмпе ҫӗртмен 10-мӗшӗ тӗлне ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула тискер ҫичӗ чӗрчун кустӑрма айӗнче вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал виҫӗ тӗслӗх нумайрах.

Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха ҫакӑ? Вӑрманти чӗрчунсем, ҫамрӑккисем, куҫаҫҫӗ. Тата шӑрӑх ҫанталӑк та витӗм кӳнӗ ахӑртнех. Чӗрчунсем хурт-кӑпшанкӑран ҫӑлӑнса уҫӑ вырӑна тухаҫҫӗ. Ведомство водительсене асӑкрханулларах пулма ыйтать. Ҫул ҫинче паллӑсене асӑрхамаллах.

 

Ҫул-йӗрте пулакан инкексем тупӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫак канмалли кунсенче кӑна тӗп хулара тӑватӑ инкек пулнӑ. Аманнисен хушшинче велосипедпа ярӑнакан ҫичӗ ҫулхи хӗрачана асӑнмалла. Вӑл нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишне кӗнӗ чух унта ларакан автомашинӑна пырса тӑрӑннӑ. Анчах вӑл ытлашши суранланман, пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ӑна киле кайма ирӗк панӑ.

Тепӗр тӗслӗхре вара 22-ри водитель шар курнӑ. «Вятка-Шупашкар» ҫулпа пыраканскер вӑл… пӑшине пырса ҫапнӑ. Ун чух вӑхӑт ҫурҫӗр иртни 30 минут пулнӑ. Чӗлхесӗр янавара тӗттӗмре асӑрхаса илеймен-тӗр ҫав — машина чӗрчунпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн водителӗн ҫурӑм шӑмми мӑй патӗнчи пайӗ хуҫӑлнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2021 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org