Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: инвестицисем

Ял хуҫалӑхӗ

Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче инвестици проектне кӑҫал ака уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, унта выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Унта 2400 пуҫ вырнаҫать. Витене тумашкӑн 171,4 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

Ҫӗнӗ комплекса хута яни агрохолдинга мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне 6 пине ҫитерме май парӗ. Вӗсенчен 2 пинӗшӗ сумалли ӗнесем пулӗҫ.

Пӗлтӗр комбинатра сӗт суса илесси вӑтамран 6000 литрпа танлашнӑ. Ҫӗнӗ вите хута яни ку кӑтартӑва 10 пин тонна таран ҫитерме пулӑшӗ. Аш-какай туса илесси те ӳсӗ – ҫулталӑкне 1,3 пин тонна туса илесшӗн.

 

Хулара

Икӗ ҫул каялла «Данон» АО Шупашкарти производствине хупнӑ. Ун хыҫҫӑн савут пӗр вӑхӑт пушӑ ларнӑ. Кӑштахран инвестор тупӑннӑ. Вӑл инвестици килӗшӗвӗ алӑ пусса савута ҫӗнетме пуҫланӑ. Предприятире хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Савута юсама 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне инвестици 1,2 миллиард тенкӗрен кая мар пулассине палӑртнӑ.

Акӑ авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут уҫӑлӗ. Икӗ ҫул каялла савут пурлӑхне туяннӑ «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» сӗт юр-варне «Добрая буренка» брендпа кӑларӗ. «Шупашкарти сӗт савучӗ» уйӑхне 1625 тонна продукци кӑларасшӑн. Малашне производствӑна тата ӳстересшӗн.

 

Вӗренӳ

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем аслӑ шкултах шӑл сиплеме пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта стоматолог пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Унта хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Стоматолог сипленине радиовизиограф сӑнаса тӑрӗ.

Стоматолог пӳлӗмӗнче терапевт та ӗҫлӗ. Кирлӗ пулсан ортопедпа ортодонт та килӗҫ.

Студентсен тухтӑр патне кайма, черете ҫырӑнма вӑхӑт та ҫук. Малашне вӗсем аслӑ шкултан тухмасӑрах специалист патне лекейӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри нихӑш аслӑ шкулта та хальлӗхе стаматолог пӳлӗмӗ ҫук.

Тахҫан вӗренӳ учрежденийӗсенче тухтӑр пӳлӗме пулнӑ. Кунашкал йӗрке вӗренӳ тытӑмне ҫӗнӗрен таврӑнма пуҫланӑ. ЧППУра стоматолог пӳлӗмне уҫма сахал мар укҫа тӑкакланнӑ. Ҫапах университет инвестицисем тӑкака саплаштарасса шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16880
 

Ял хуҫалӑхӗ

«Ренова» компанисен ушкӑнӗ Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Килӗшӗве ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата компани ушкӑнӗн ертӳҫи Виктор Вексельберг ҫитес эренере Сочире иртекен экономика канашлӑвӗнче алӑ пусӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Сочири канашлу нарӑс уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче иртӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг инвестици проектне хута ярасси пирки килӗшӗве алӑ пусӗҫ.

Аса илтерер: итальянсем те пирӗн республикӑра теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.

 

Республикӑра

Республика кунӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, экономика канашлӑвӗ иртет. Кӑҫал та унта чылаййӑн пухӑннӑ. Унта Чӑваш Енӗн логотипне хӑтланӑ.

Логотипа республика ҫыннисем, тӗрлӗ специалистсем (тӗслӗхрен, дизайн, этнографи, истори тытӑмӗнчисем) хатӗрленӗ. Логотип ҫаврашка евӗр.

Мӗне пӗлтерет-ха ҫав ҫаврашка? Вӑл — пӗрлӗх, вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗх. Ҫаврашка тӗрлӗ тӗслӗ. Кӑвакки шывпа ҫыхӑннӑ. Шыв Чӑваш Ен ландшафчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑлах тасалӑха палӑртакан тӳпене кӑтартать. Симӗс тӗс республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхне уҫса парать.

Логотипӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешмесен те вӑл пӗрлӗхе кӑтартать. Ҫак элементсем — чӑваш орнаменчӗн паллисем.

Ҫаврашка варринчи хӗвел вӑя, ӗмӗрлӗх ҫамрӑклӑха, пурнӑҫ вӑйне кӑтартать.

Логотипа Finjecto команин генеральнӑй директорӗ Антон Хреков кӑтартнӑ. Ку паллӑ Чӑваш Ене инвесторсене илӗртмелли май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77985
 

Экономика

Чӑваш Ен инвестици енчен лайӑх аталаннӑ тесе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.

Ҫапла майпа пирӗн республика ку енӗпе чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Владимир Путин канашлура лайӑх регионсене ятран та асӑннӑ. Вӑл каланӑ списокра ҫаксем пулнӑ: Калуга облаҫӗ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Краснодар енӗ, Ростов, Кострома облаҫӗсем, Чӑваш Республики, Тула облаҫӗ.

ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кӑҫал Чӑваш Ен кунӗсем Патшалӑх Думинче иртнине, унта инвестици ҫинчен калаҫнине пӗлтернӗ.

Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ЧР Элтеперӗн тата унӑн командин ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пуррине каланӑ.

 

Экономика

Экономикӑн аслӑ шкулӗ инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне хатӗрленӗ — унта Чӑваш Ен 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш ушкӑнӑн малти рете вырнаҫнӑ.

Малта пыракан 4 региона палӑртнӑ — Мускав, Тутарстан, Калуга облаҫӗ, Питӗр. Вӗсем хыҫҫӑн вара 2-мӗш ушкӑн пырать — Чӑваш Ен унта 0,4707 балпа чи малтисен шутӗнче. Пирӗн тӑрӑхӑн лайӑх енӗсем шутне ӗҫре ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе компанисен инициативлӑхӗ тата технологиллӗ мар инновацисемпе усӑ курнине кӗртнӗ.

Инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне йӗркеленӗ чухне 37 уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ. Вӗсен шутне Раҫҫейри тӑрӑхсен социаллӑ экономика условисем, ӑслӑлӑхпа техника потенциалӗ, инновацилле политикӑн пахалӑхӗ тата инновацилле ӗҫӗ кӗрет. Пӗлтӗр ҫак танлашӑмра Чӑваш Ен 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, кӑҫал 1 йӗрке чакнӑ (Калуга облаҫӗ мала хӑпарса кайнӑран).

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2020 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку таранччен медитаци техникине вĕренмен тĕк халĕ шăпах çакна тума вăхăт. Çитес вăхăтра нумай ĕçлеме тивĕ, çавăнпа канмалла та пулĕ. Хула тулашне пĕчченех канма кайăр. Ку эрнере нимĕн те ан шантарăр – сăмаха тытмасан та пултаратăр.

Ҫӗртме, 02

1937
83
Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1951
69
Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org