Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче инвестици проектне кӑҫал ака уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, унта выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Унта 2400 пуҫ вырнаҫать. Витене тумашкӑн 171,4 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫӗнӗ комплекса хута яни агрохолдинга мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне 6 пине ҫитерме май парӗ. Вӗсенчен 2 пинӗшӗ сумалли ӗнесем пулӗҫ.
Пӗлтӗр комбинатра сӗт суса илесси вӑтамран 6000 литрпа танлашнӑ. Ҫӗнӗ вите хута яни ку кӑтартӑва 10 пин тонна таран ҫитерме пулӑшӗ. Аш-какай туса илесси те ӳсӗ – ҫулталӑкне 1,3 пин тонна туса илесшӗн.