Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Янӑш

Вӗренӳ Янӑшра ҫӗкленсе ларнӑ ҫӗнӗ шкул
Янӑшра ҫӗкленсе ларнӑ ҫӗнӗ шкул

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшра ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑччӗ. Ӗҫне строительсем ҫине тӑрса пурнӑҫлаҫҫӗ. 165 ача вӗренмелӗх тата шкул ҫулне ҫитмен 40 ача вырнаҫмалӑх заведение купаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Чӳречесем лартнӑ, электромонтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра шалти ытти ӗҫ пырать.

Паян Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ӗҫ-пуҫпа вырӑна тухса паллашнӑ-мӗн. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ тивӗҫлӗ шайра пынине, объекта вӑхӑтра (анчах вӑхӑчӗ хӑҫанне асӑнман та) хута ярасса шаннине палӑртнӑ.

Ку шкулта хӑй вӑхӑтӗнче Игнатьев Михаил Васильевич пӗлӳ пухнӑ. Унччен вӑл 1 хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, хальхи икӗ хутлӑ пулмалла. Тӗрлӗ сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ку шкула (вӑл тӗп пӗлӳ параканни шутланать) хута янӑ хыҫҫӑн Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкула хупма пултараҫҫӗ имӗш. Янӑш шкулӗнче хальхи вӑхӑтра 60 ытла ача вӗренет.

Сӑнсем (8)

 

Республикӑра Янӑшри ваттисен ҫуртӗнчи Галина Якимова
Янӑшри ваттисен ҫуртӗнчи Галина Якимова

Паян пирӗн ҫӗршывра социаллӑ ӗҫчен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмра халӗ 11 ватӑ ватлӑхри хӳтте тупнӑ. Ҫулӗсемпе ҫамрӑк мар пулин те кинемисемпе мучисем ахаль лармаҫҫӗ, социаллӑ ӗҫченсене пулӑшаҫҫӗ.

Галина Якимова кинемей, акӑ, ҫурта пурӑнма килни иккӗмӗш ҫула кайнӑ. Ку вӑхӑтра вӑл пуринпе те пӗр чӗлхе тупма ӗлкӗрнӗ. Вӑйӗ ҫитнӗ таран ӗҫлет те вӑл. Хӗлле юр хырнӑ, чӑлха-нуски ҫыхса чунне уҫнӑ. Ҫуркуннене вӑл тем пекех кӗтнӗ иккен. Чечек юратаканскер социаллӑ ӗҫченсемпе пӗрле чечек калчи ӳстернӗ, кайран вӗсене клумбӑна куҫарса лартнӑ. Халӗ вӗсене шӑварса-ҫумласа тӑрать. Галина Якимова шучӗпе, «Чечек вӑл — пурнӑҫ. Унпа калаҫма пулать, лайӑххипе усалли пирки каласа параятӑн». Йывӑрлӑх тенӗрен, пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Икӗ упӑшки те вилнӗ, ачи-пӑчи пулман.

 

Культура Хуткупӑслӑ арҫын. Чӑваш ӳнер музейӗнчи ӳкерчӗк
Хуткупӑслӑ арҫын. Чӑваш ӳнер музейӗнчи ӳкерчӗк

Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи информаципе культура центрӗнче хуткупӑспа калакансен тата такмак ӑстисен районти фестиваль-конкурсӗн суйлав тапхӑрӗ иртнӗ. «Янӑра, чӑваш хуткупӑсӗ» ят панӑскере Леонид Ефремов хуткупӑс ӑстине халалланӑ.

Ӑна кӑҫал пуҫласа ирттермеҫҫӗ-ха. Фестивале ӑстан мӑнукӗ, Шӗнерпуҫӗнчи «Шинер» фольклор коллективне ертсе пыракан Дмитрий Ефремов аслашшӗн ятне асра тытса пуҫарнӑ.

Суйлав турне районӗпех пухӑннӑ. Тӳресене чи пултаруллисене суйлама ҫӑмӑл пулман теҫҫӗ. Финала Сарапакассинчи Юрий Андреев тата «Савнӑ ен» коллектив, Ҫӗньял-Покровкинчи Виссарион Андреев, Владислав Степанов, Эдуард Попов тата Мария Иванова, Янӑш ял тӑрӑхӗнчи Сергей Григорьев тата Альбина Александрова, Вӑрман Ҫӗктерти «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, Шемшер ял тӑрӑхӗнчи Александр Ильин тухнӑ. Вӗсен концерчӗ эрнекун районти культура ҫуртӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

 

Янӑш ялӗ. Админ сӑнӳкерчӗкӗ
Янӑш ялӗ. Админ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫ­лӑхӗ Владимир Мустаев ҫак кунсенче Янӑш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ — пӗлтерет «Тӑван Ен» хаҫат. «Прогресс» хуҫалӑхӑн ертӳҫипе Василий Яковлевпа вырӑнти выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш площадкисенче пулса кунти ӗҫ­семпе паллашнӑ. Хуҫалӑхра паян 5 пин пуҫ вырнаҫакан сысна фермине тата 450 пуҫ­ вырнаҫакан ӗне фермине ҫӗнетессипе ӗҫ­леҫ­ҫӗ. «Чурачӑк» («Чурачикское») АУО инвестор тӑрӑшнипе ҫывӑх вӑхӑтра объектсем хута каймалла. Газ кӗртмешкӗн проектпа смета документацийӗсене та хатӗрлеме пуҫ­ланӑ.

 

Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — ялхуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкӑн Тутаркасси пултарулӑх ҫуртӗнче ял ҫыннисемпе тӗл пулчӗ.

Министр республикӑн бюджет политикипе паллаштарчӗ, паянхи кун экономикӑра ырӑ улшӑнусем пуррине палӑртрӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха, агропромышленность комплексне аталантарма палӑртнӑ утӑмсем пирки каларӗ.

Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Князев сӑмах илчӗ:

— Кӑҫал кӗркунне акса хӑварнӑ 5000 гектар тырӑ пӗтрӗ, вӗсене йӑлтах ҫӗнӗрен акмалла. Тӑкак сахал мар пулчӗ. Пӗр ҫуллӑх тата нумай ҫуллӑх курӑксем, кукуруза акатпӑр.

Унтан район пуҫлӑхӗ демографи ыйтӑвӗ лайӑхланса пынине, ҫавна май ача сачӗсем ытларах кирлине палӑртрӗ. Кӳкеҫре 300 ача черетре тӑрать, хӑш-пӗр ялсенче вара вырӑнсем пушӑ, унта ҫӗнӗ ушкӑнсем уҫма палӑртаҫҫӗ. «Ҫӗнӗрен 1 ача сачӗ тума 2 миллиона яхӑн укҫа кирлӗ, хатӗр учрежденире 1 ушкӑн уҫма — 600 пине яхӑн, — терӗ Анатолий Панетелеймонович.

Малалла...

 

«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкар районӗнчи Янӑшра кӗпер юсанӑ. Пӗчӗк Янӑш урамран хӗвеланӑҫнелле тухма Ломжарка юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла. Анча кӗперӗ япӑхса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ стройматериалпа пулӑшнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисем нимелле ӗҫе кӳленнӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗчӗк Янӑшсем кунӗпе тӑрӑшса каҫ енне кӗпере юсаса ҫитернӗ.

Янӑш тӑрӑхне кӗрекен Хураҫырма ялӗнче те ҫурхи шыв-шур юхтарса япӑхлатнӑ каҫӑна юсанӑ. Ку ӗҫе вӗсем ака вӗҫӗнче пуҫӑннӑ — пӗр кунта вӗҫлесе те пӑрахнӑ.

 

Иртнӗ шӑмат кун, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Янӑш шкулӗ 100 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ турӗ.

Тӗрлӗ ҫулта вӗрентсе хӑйӗн ҫунатти айӗнчен кӑларса янисене, чаплӑ хӑнасене тепӗр хут хӑй ытамне илчӗ шкул.

«Пӗр ӗмӗр пирӗн шкул ачасене пӗлӳ парать. Юбилей ҫулне лайӑх кӑтартусемпе кӗтсе илни савӑнтарать, паллах. Анчах та тавракурӑмлӑ вӗренекенсем, пултаруллӑ педагогсем пулмасан шкулӑн малашлӑх пулӗччӗ-ши. Иккӗмӗш килӗн тыткӑчи – ачасемпе учительсем», – тет шкул директорӗ В.Н.Димитриев. Янӑшсем вара, чӑнах та, вӗсемпе пуян!

Юрӑ-ташӑ, ӑш сӑмах темччен пулчӗ ҫак кун.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.12.2020 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 772 - 774 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире юратупа çыхăннă кăмăллă пулăмсем кĕтеççĕ. Самантсене асра хăвармашкăн тăрăшăр – йывăр вăхăтра аса илсе лăпланатăр. Илемлĕ вырăнсемпе киленĕр – эппин, çула тухăр.

Раштав, 04

1934
86
Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ
1965
55
Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org