Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Янӑш шкулне ҫитес уйӑхра уҫасшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.07.2015 20:55 | 1451 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑтам шкула кӑҫалхи ҫурлан 15-мӗшӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ пирки тӗрлӗрен сӳтсе явакан-калаҫакан пулчӗ. Пысӑках мар ялта 165 ача вӗренмелӗх шкул кирлӗ мар текенсем те ҫав шутра тупӑнчӗҫ.

Тӗрӗссипе вара Янӑшри 9 клас вӗренмелли хальхи шкул та, кӳршӗллӗ Мӑн Мамӑшри вӑтам шкул та тахҫанах кивелнине вӑл тӑрӑхрисем аван пӗлеҫҫӗ. Янӑшри ача пахчи вара пӗчӗк кӑна ҫуртра вырнаҫнӑ. Унччен йӗркеллӗ ача пахчиех ялта пулнӑ-ха, кайран ҫав учрежденисене урӑх тӗллевпе ӗҫлеттерме тытӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫынсене хваттер тума тесе сутса янӑ.

Янӑшра халӗ ҫӗклесе лартнӑ ҫӗнӗ шкулта шкул ҫулне ҫитменнисем валли 40 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Ачасемпе шӑпӑрлансем валли икӗ бассейн тунӑ, шкул умӗнче спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗ те пур. Унта ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Паян шкулти строительство ӗҫӗсемпе паллашма Янӑша республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫитсе килнӗ.

#Вӗренӳ министерстви, #ачасем, #шкулсем, #Янӑш, #Шупашкар районӗ, #Мӑн Мамӑш

 

Комментари:

2015.07.07 21:28
Аçтахар Плотников
Ку шкул мана яланах Геннадий Максимовӑн «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» романӗнчи сыпӑка аса илтерет: http://chuvash.org/lib/haylav/1372.3.html :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем