Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -17.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элтепер

Политика
Суйлав комиссийӗн архивӗнчи сӑн
Суйлав комиссийӗн архивӗнчи сӑн

Паянтан республикӑра суйлав комиссийӗ Элтепер суйлавне хутшӑнакан кандидатсенчен документсем йышӑнма тытӑннӑ.

Чи малтан унта халӗ Элтепер должноҫне йышӑнакан Олег Николаев документсене кайса панӑ. Вӑл суйлава хӑйӗн кандидатурине хӑй тӑратать. Паянтан ҫакна тумашкӑн ирӗк илме муниципалитет депутачӗсенчен тата суйлавҫӑсенчен алӑ пуснине пухма тытӑнать.

Суйлав комиссийӗ документсене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен 18 сехетчен йышӑнать. Аса илтерер: суйлав авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/izbirkom21/4044
 

Политика

«Симӗссием» партин Чӑваш Енри парти канашӗн председателӗ Владимир Савинов Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнассине пӗлтернӗ.

Ҫитес вӑхӑтра унӑн кандидатурине Федераци Канашӗ тата регионти уйрӑмӗ ҫирӗплетмелле. Кайран Чӑваш Енри суйлав комиссийӗ кандидат тӑратнӑ документсене кура вӑл суйлава хутшӑнассипе хутшӑнмассине татса парӗ.

Аса илтерер: суйлав авӑнӑн 12-14-мӗшӗсенче иртет. Хальхи Элтепер Олег Николаев унта хутшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хальлӗхе ЛДПР хӑйӗн кандидатурине Константин Степанова тӑратнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата КПРФ кандидатурӑсем тӑратмассене пӗлтернӗ.

 

Персона
«Чеб.медиа» архивӗнчи сӑн
«Чеб.медиа» архивӗнчи сӑн

Паянхи кун 5 ҫул каялла ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 2020 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Питӗрти больницӑра чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Михаил Васильевич 58 ҫулта пулнӑ.

Вӑл республикӑна 2010-2020 ҫулсенче ертсе пынӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗннче РФ Президенчӗ ӑна шанчӑкран тухнӑ тесе Элтепер должноҫӗнчен кӑларнӑ. Ҫав ҫулах Михаил Васильевич РФ Аслӑ судне президент йышӑнӑвне хирӗҫлесе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл вилсен ӗҫе чарса лартнӑ, анчах Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ тавӑҫа тепӗр хут панӑ. Анчах Аслӑ суд йышӑнӑва улӑштарман.

 

Политика
Константин Степанов телеграм-каналӗнчи сӑн
Константин Степанов телеграм-каналӗнчи сӑн

«Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ЛДПР партирен Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне Константин Степанов хайӗн кандидатурине тӑратать.

Константин Степанов Шупашкарта 1986 ҫулта ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине автомеханикрен пуҫнӑ, кайран тӗрлӗ профессире тӑрӑшнӑ, усламҫӑ та пулнӑ. 2018 ҫулта Тӗнче цивилизацийӗсен институтне пӗтернӗ, 2025 ҫулта – Раҫҫей коопераци университечӗн магистратурине (иккӗшӗ те юриспруденци енӗпе).

Вӑл 2020 ҫулта та Элтепер суйлавне хутшӑннӑ, ун чухне виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи 45 ҫул пӗрле пурӑнакан Аркадий Петровичпа Людмила Геннадьевна Денисовсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Наградӑна вӗсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев панӑ.

Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ, 11 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Денисовсен 4 ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Вӗсене командовани хисеп грамотисемпе чысланӑ.

 

Политика
Патшалӑх Канашӗн архивӗнчи сӑн
Патшалӑх Канашӗн архивӗнчи сӑн

Паян Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хӑҫан иртессине палӑртнӑ: авӑнӑн 14-мӗшӗнче.

Олег Николаев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ пулсан та суйлава самовыдвиженец пек каяссине ҫу уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ҫавӑн чухнех «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» хӑйӗн кандидатурине тӑратмассине хыпарланӑ.

«КоммерсантЪ» пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавра Олег Николаевӑн кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» кӑна мар, КПРФ та ырлассине каланӑ. Коммунистсем Элтепер вырӑнӗшӗн кӗрешмӗҫ, мӗншӗн тесен хальхи Элтепер позицийӗпе килӗшеҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперне хӑҫан суйласси паллӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗн кунне палӑртнӑ. Республика ертӳҫине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче суйлӑпӑр.

«Кӑҫал пирӗн республикӑра явапла, историлле пулӑм пулӑм, Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ, пулса иртӗ. Унран регион малашлӑхӗ нумай килет», — тесе палӑртса хӑварнӑ Патшалах Канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов.

 

www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейӗн ЮТ ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Шупашкарти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулма Андрей Синицкие ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл Тӗп федераци инспекторӗн канашҫи пулнӑ, тата маларах «КоммерсантЪ» хаҫатра ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн ЮТ ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Чулхулари пайташӗ Сергей Малов паллаштарнӑ.

 

Политика

ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Ку должноҫре Лариса Арсентьева 8 ҫул ӗҫленӗ.

Ку должноҫре вӑл 2017 ҫултанпа вӑй хунӑ. Унччен маларах ҫулталӑк ытла вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Тата кӑшт маларах вара Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк, Красноармейски тата Пӑрачкав округӗсенче пӗлтӗр пушар чаҫӗсен виҫӗ ҫӗнӗ постне йӗркеленӗ. Кӑҫал Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк салинче пушар чаҫӗн тата тепӗр уйрӑм посчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пушар хуралӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламлана май палӑртса хӑварнӑ.

«Эпир ҫакӑнпа кӑна чарӑнса тӑма шутламастпӑр, ҫитес виҫӗ ҫулта пушарпа кӗрешекен службӑн тата 8 подразделенине, 42 ирӗклӗ пушар командине йӗркелеме, ҫавӑн пекех республикӑри муниципалитетсенче 7 ҫӗнӗ пушар деповӗ тума палӑртатпӑр», — хыпарланӑ Элтепер.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 186
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 26

1878
148
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ.
1890
136
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ.
1950
76
Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ