Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Херлӗ Чутай

Чӑваш чӗлхи
Тӑван чӗлхене Хӗрлӗ Чутая ҫитерасси пирки калаҫу вӑхӑтӗнче
Тӑван чӗлхене Хӗрлӗ Чутая ҫитерасси пирки калаҫу вӑхӑтӗнче

Ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров Наци телерадиокомпанийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Беловпа тӗл пулнӑ, наци радиовӗн хумӗсене района ҫитересси пирки сӑмах хускатнӑ. Калаҫӑва ҫавӑн пекех наци телерадиокомпанийӗн техника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Николай Хлебников, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Александр Самсонов хутшӑннӑ. Александр Башкиров районта пурӑнакансем — вӗтӗр-шакӑрсенчен пуҫласа ваттисем таранах — тӑван чӗлхеллӗ радиошӑн тунсӑхласа ҫитнӗ. Шел те, республика хӗрринче вырнаҫнӑ района унӑн хумӗсем ҫитмеҫҫӗ.

Наци радиовне район территорийӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса ҫӗртмен 15-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫакна йӗркелеме районти клубсен тӗп системи ятарлӑ лицензи илнӗ. Хӗрлӗ Чутайран вӗсен 50 ҫухрӑм инҫӗше хумсем яма май пулӗ. Малашне ҫапла май Хӗрлӗ Чутайсем наци радиовне 106,7 FM хум ҫинче итлеме пултарӗҫ.

 

КӐР
16

Максим атте Кӑшарни умӗн ватӑсемпе тӗл пулчӗ
 Галина Зотова | 16.01.2016 13:42 |

Тӗн

Кӑшарни умӗн православи тӗнӗпе пурӑнакансем кунӗпех типӗ тытаҫҫӗ, кӑрлачӑн 18-мӗшӗ — Кӑшарни типпи. Хӗрлӗ Чутайри Турӑ Хӗресне Ҫӗкленӗ чиркӳре тӑрӑшакан Максим аттепе Татиана анне тата ӳнер шкулне ҫӳрекенсем Атнарти тата Ут-Тапӑрти стационарсене выртакан ватӑсемпе тӗл пулчӗҫ.

Максим атте ватӑсене ҫывхаракан Турӑ уявӗсем пирки ӑнлантарса пачӗ: ҫак кунсенче Таса сывлӑш вӑйӗпе шыв сӑвапланни, ҫав шыв ҫынсене ҫылӑхсенчен, тӑшмансенчен, чир-чӗртен хӑтарни пирки каларӗ.

Ҫамрӑк артистсем Татьяна Зарубина ертсе пынипе ватӑсене чуна тивекен концертпа савӑнтарчӗҫ.

Максим атте пухӑннисене асӑнмалӑх Сӑваплӑ Лука иконине парнелерӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас, Чутай тӑрӑхӗнчи ҫамрӑкӗсен пултаруллӑхне ӳстерес тата пуянлатас тӗллевпе, пушӑн 30-мӗшӗнче районти культура керменӗнче «Чутай Нарспийӗ» конкурс иртрӗ. Ӑмӑртӑва К.В. Иванов ҫулне халаланӑ. Ку конкурса Чутайри Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ йӗркелерӗ.

Паллах, Хӗрлӗ Чутай районӗ пултаруллӑ хӗрсемпе пуян, анчах та пурте сцена ҫине тухса хӑйӗн матурлӑхӗпе сатурлӑхне кӑтартма хӑюллӑх ҫитереймест. Ҫапах та маттурисем тупӑнчӗҫ. Ҫак каҫ конкурса пилӗк чиперкке хутшӑнчӗ. Кашни хӑйне евӗрлӗ пултарулӑ, хастар та матур пулнине кӑтартрӗ. «Чутай Нарспи» конкурсра пурӗ тӑватӑ енӗпе ӑмӑртрӗҫ: «Хӑйӗнпе паллаштарни», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Ӑслӑлӑх конкурсӗ», «Чӑваш апатне хатӗрлесси».

Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне тӳресем уйрӑмах тӑван чӗлхене лайӑх пӗлнине, чӑваш тумне ятуллӑ тӑхӑннине, сцена ҫинче хӑйне тытма пӗлнине шута илчӗҫ. «Нарсписене» хаклама Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Степановпа унӑн ҫумӗсем Алина Ярабаева, Александр Самсонов, ЧНКан Чутайри уйрӑмӗн ертӳҫи Юлия Мареева хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/334.html
 

Культура

Республикӑра Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӗнекесен куравӗ йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӑрахмарӗҫ. Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗн ача-пӑча уйрӑмӗнче те ҫак кунсенче 2012-мӗш ҫулта ачасем валли пичетленнӗ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ республикӑри халӑх ытларах кӑмӑлланӑ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ кӗнекене тупса палӑртасси. Ӑна валли ятарласа «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкра чи нумай вуланакан кӗнеке) конкурс йӗркеленӗ.

«Ача-пӑча тӗнчи» курава 30-а яхӑн 2012-мӗш ҫулта пичетленнӗ тӗрлӗ автор кӗнеки кӗнӗ. Ача-пӑча уйрӑмӗнчи Олимпиада-2014 тата Культура ҫулталӑкне халалланӑ кӗнеке-журнал куравӗпе та вулакансем хаваспах паллашаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Кредит илме чӗнсе калакан хыпар-хӑнара халӑхра тӗрлӗрен йышӑнакансем пур-ха. «Кивҫен илмесӗр укҫа ҫитменнишӗн патшалӑха намӑс пулмалла», — ун пеккисенчен хӑшӗсем. Темле пуянсем те пӗр-пӗр проекта хута яма кредитпа усӑ кураҫҫӗ те, темле каламалла…

Темиҫе ҫул каялла пирӗн ҫӗршывра хушма хуҫалӑха аталантарма тесе ҫӑмӑллӑлӑ кредитсем пама тытӑнчӗҫ. «Кивҫенре мӗн ырри пултӑр ӗнтӗ?» — текенсене кӑштах хирӗҫлемелле-тӗр. Ара, ку вӑл ахаль-махаль йышши мар, процент ставкин пӗр пайне патшалӑх саплаштараканни. Ӑна илсе ҫынсем сарай-вите хӑпартса лартрӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх, мотоблок туянакан та самай пулчӗ.

Ҫӑмӑллӑхлӑ кредита паян та параҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗлтӗр 788 ҫын 156,6 миллиона яхӑн кивҫен илнӗ. Унпа Хӗрлӗ Чутай, Акчиккасси, Питеркасси, Хусакасси ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем уйрӑмах усӑ курнӑ.

 

Культура Юр кӳлепесенчен пӗри
Юр кӳлепесенчен пӗри

Иртнӗ ҫулталӑкӑн раштавӑн 17–27-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче предприятисемпе ял тӑрӑхсем хушшинче Ҫӗнӗ Ҫула эрешсемпе кӗтсе илессипе ӑмӑрту иртнӗ.

Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров уяв умӗн ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗ. Жюри пайташӗсем ял тӑрӑхсенчен чи хитри Ачкасси ял тӑрӑхӗ пулнине пӗлтернӗ. «Иккӗмӗш вырӑнта киватикассисем, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньсем», — тесе йышӑннӑ. Юмахсенчи сӑнарсене атнарсем пуринчен те ӑстарах сӑнарласа кӑтартма пултарнӑ. Вӗренӳ учрежденисене илем кӳрессине илес пулсан — Хӗрлӗ Чутайри «Хӗвел» ача пахчи воспитателӗсемпе кунта ҫӳрекен ачасем малти вырӑна тухнӑ. Культура учрежденийӗсенчен чи малти вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри культура ҫурчӗ диплома тивӗҫнӗ. Суту-илӳ предприятисенчен чи ӑстисем — Хӗрлӗ Чутайри райпо ӗҫченӗсем.

Сӑнсем (42)

 

Хӗрлӗ Чутай районӗнче тӳрех 3 социаллӑ объект тӑваҫҫӗ: район центрӗнчи шкул ҫумне хушма ҫурт, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ тата тӑлӑх ачасем валли 15 хваттерлӗ ҫурт. Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн хушма ҫуртне «Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗ» федераллӑ тӗллев программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Халӗ кунта шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра ӗҫсем вӗҫленнӗ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшӗнче те тумалли нумаях юлман. Шыв тата ӑшӑ пӑрӑхӗсене хурса ҫитернӗ. Ҫавӑн пекех сакайӗнче ӑшӑ тытӑмне туса пӗтернӗ, вентиляции вырнаҫтарнӑ, пур ҫӗрте те пластик кантӑксем лартнӑ. Ҫурта 2012 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ. Унӑн лаптӑкӗ 1 408,5 тӑваткал метр. Вӑл 240 ача вӗренмелӗх пулать.

Вӑй-хал культурипе спорт комплексне вара кӑҫал ҫӗртмере, Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. Халӗ ҫуртӑн тимӗр кӳлепине пуҫтарса пӗтернӗпе пӗрех. Нарӑс уйӑхӗн варринче кирпӗч хурса пӗтересшӗн. Ҫавӑн пекех кӗске вӑхӑтрах ҫурта хупламалла тата ӑшӑ хатӗрӗсене вырнаҫтармалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.12.2019 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 09

1991
28
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org