Чӑваш Енӗн наци библиотекинче Аркадий Русаковӑн ҫӗнӗ романне пахаланӑ.
Автор Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Унӑн ӗҫӗ Чӑваш кӗнеке издательстви тӑван чӗлхепе ҫырнӑ романсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. «Турхан сӑмахӗ»
— историлле хайлав.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш романӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ хайлавӑн авторӗ Аркадий Русаков — профессипе тухтӑр, Фёдоровка салинчи район сыватмӑшӗнче невролог пулса ӗҫлет. 35 ҫул Стерлитамакри чӑваш ҫыравҫисен «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗнче тӑрать», — хыпарланӑ Марина Карягина.
Юпа йуйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулса иртнӗ. Ӑна Иван Одюков педагог, фольклорист тата литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Унта инҫет ҫыхӑну меӗпе Казахстанри Алматари тата Астанари, Владивостокри, Ижевскри, Йошкар-Олари Хусанти, Мускаври, Новосибирскри, Саранскри, Стерлитамакри, Ӗпхӳри, Шупашкарти тата ытти хулари 100 ытла ӑслӑлӑх ӗсченӗ хутшӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ.
Пушкӑртстанри ҫав хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Мила Данилова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Пушкӑртстанри ӑсчахӑн Лира Афанасьеван «Чувашская свадьба» кӗнеке-альбомӗ чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленсе тухнӑ.
Унта чӑваш туйӗнче тӑхӑнмалли ҫипуҫсен сӑнӳкерчӗкӗсене Питӗрти, Ӗпхӳри, Стерлитамакри, Пелепейри, Шупашкарти, Пелепей районӗнчи Слакупҫӗнчи тата ытти хӑш-пӗр музейри экспонатсенчен илнӗ.
Лира Афанасьева Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнчи Васильевка ялӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, филологи наукисен кандидачӗ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУрн вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамакри флиалӗнче ӗҫлет. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен, ҫав шутра чӑвашсен, фольклорне тӗпчет.
Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пулӑшма шантарнӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьелти ҫӑва ҫине Гурий Комиссарова асра тытса палӑк вырнаҫтарнӑ. Ӑна вырнаҫтарма Гурий Комиссаровӑн тӑванӗсем тата Шупашкарпа Пушкӑртстанри чӑвашсем укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.
Палӑка уҫма Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, Николай Ишентей поэт, Сергий пачӑшкӑ, Николай Лукианов юрист, Муркаш районӗнчи этнопарк ертӳҫи Юрий Туринке, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, педагогсем, журналистсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ҫак кунсенче Пушкӑртстанра концерт кӑтартать.
Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан ушкӑн классика тата хальхи вӑхӑтри кӗвӗ ӳнерне сарас енӗпе чылай ӗҫ туса ирттерет.
Симфони капелли – К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ушкӑн Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче концерт лартнӑ; 18-мӗшӗнче —Стерлитамак хулинчи культура керменӗнче. Паян, авӑн 19-мӗшӗнче, концерта Пишпӳлекри культура керменӗнче лартӗҫ; ыран, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, — Пелепейӗнчи тӗп культура керменӗнче.
«Тавах сана, кӗвӗ, хавхалантарнӑшӑн» концерт программине уйрӑм юрӑҫсемпе хор артисчӗсен юррисем кӗнӗ. Вӗсене чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв композиторӗсем кӗвӗленӗ. Тӗнче шайӗнчи хитсемпе романссем, кинофильмсенчи юрӑсем те пур программӑра.
Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамак хулинчи филиалӗ пулас Ашмаринсене, Перельмансене, Ломоносовсене шырани пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче Иван Тарасов пӗлтерет.
"Вӑхӑтлӑха та пулин Интернетри вӑййӑрсене чарса тӑрӑр-ха. Ҫтерлӗри Кеннати Челпир поэтран васкавлӑ ҫыру килчӗ. Пирӗн чӑваш тӗнчи вӑл лартакан ыйтӑва татса пама епле пулӑшаять-ши?", — тесе ҫырнӑ вӑл.
Асӑннӑ аслӑ шкулӑн Стерлитамакри фиалиалӗн чӑваш филологи уйрӑмне абитуриентсене пухса ҫитереймен-мӗн, пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене утӑ 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытманнисене тест майӗпе те илме хатӗр иккен унта. "Халӗ йышра 10. Тата кирлӗ... Унсӑрӑн бюджетлӑ вырӑнсене ӗмӗрлӗхех хупма пултараҫҫӗ, куҫӑн мар вӗренме тӳлевлӗ тӑваҫҫӗ. Хальтерех кайсан аван.
Тен, эсир кама та пулин вӗренме каяс текенсене пӗлетӗр? Пӗлтерсен пит аван пулӗччӗ. Тав", — тесе хыпараланӑ ӗнер Иван Тарасов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |