Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Оринин ял тӑрӑхӗ

Ял пурнӑҫӗ Оринин ҫӑви ҫинчи ҫурт
Оринин ҫӑви ҫинчи ҫурт

Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫӑвана сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унти ял тӑрӑхӗнче.

Чӑн та, ҫӑва картисене тирпейлессипе ҫулсеренех шӑматкунлӑхсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак сӑлтавпах Мулкачкасси тата Ҫеменькасси ял ҫӑвисенче вырӑнта пурӑнакан хастарсем пухӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле кашниех ӗҫ хатӗрӗсем илсе тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑк-туратран, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӑ.

Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурт юрӑхсӑра тухни ял халӑхне тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Унта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма килӗшсе татӑлнӑ. «Восток» ял хуҫалӑх ертӳҫи Валентина Налимова хуҫалӑхри пахча ҫуртне куҫарса кайма ирӗк панӑ.

Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурта ҫӗнетсе хута ярассипе тимлеҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине Мулкачкассинче пурӑнакан, ҫак ял старости, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.А. Калинин хӑй ҫине илнӗ. Ӑна пулӑшаканӗсем — ялта пурӑнакансемех: Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем Лантӑш ялӗн таврашӗ
Лантӑш ялӗн таврашӗ

Паян ирхине Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ ҫумӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — ҪҪХПИ инспекторӗ Ҫеменкасси ял ҫыннине вилмеллех ҫапса кайнӑ. 48 ҫулхи арҫын ҫул хӗррипе утса пынӑ иккен, 36 ҫулхи инспектор ӑна тӗтреллӗ ҫанталӑка пула курман тесе шутлаҫҫӗ. Етӗрнери районсем хушшинчи тӗпчев пайӗ халӗ ку ӗҫпе тӗрӗслев ирттерет.

Хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынна ҫапса кайнӑ инспектор Муркашран (вӑл унта пурӑнать иккен) ӗҫ вырӑнне васканӑ пулать. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗр пулманни палӑрнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн инспектор ун пирки хӑйех пӗлтернӗ имӗш, вырӑнтан тарман. Инкек ҫул ҫинче тӗтре тӑнине пула пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

 

Персона

Мӗншӗн пурӑнать ҫӗр ҫинче этем? Мӗн-ха вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ырӑран та ырӑ, сӑпайлӑран та сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпин, пурнӑҫӗн саманчӗсене палӑртса хӑварас килет. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тӗп тӗллевӗ – хӑй вырӑнне тупса, пӗтӗм кӑмӑлтан, чуна парса ӗҫлесе, халӑха, ҫӗршыва усӑллӑ ҫын пуласси.

Ҫакӑн пек ҫынна, Клара Александровна Смеловӑна, сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама пухӑннӑ та ял халӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ял клубне.

Клара Александровна Смелова 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Ҫурлатӑри ялӗнче учитель ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Федосия Сергеевна, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Муркаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене ӑс панӑ.

Ҫын хӑйӗн тивӗҫне мӗнле пурнӑҫласа пырасси ҫынран хӑйӗнчен нумай килет. Мӗн ачаранах йывӑрлӑх тути-масине астивнисем вара нимӗнле ыйту ҫине те ҫиелтен пӑхмаҫҫӗ. Акӑ, Клара Александровна Смелова 31 ҫул хушши Орининти ял вулавӑшӗнче вай хунӑ.

Малалла...

 

Культура Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн
Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн

Эрнекун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин ял клубӗ ҫумӗнчи «Шуракӑш» ансамбле йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.

«Шуракӑш» ансамбль 1988 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пухӑннӑ, ӑна йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ Владимир Михайлович Александров шутланать. Ҫав ҫулах, 1988 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ ансамбль пӗрремӗш концертне лартнӑ. «Шуракӑш» районта кӑна мар, республикӑра та паллӑ ушкӑн. Хӑйӗн концерчӗсемпе вӑл Раҫҫейри ытти тӑрахсенче те пулса курнӑ. Чикӗ леш енче те пӗрре мар концерт лартнӑ: Турцире, Белоруссире, Молдовӑра (Гагаузинче). Дагестанра, Алтайра, Липецкра тата ытти тӑрахсенче вал пулса курнӑ.

«Шуракӑш» коллектива саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тимофеев Ростислав Николаевич, Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Волков Александр Сергеевич, Муркаш районӗн культуӑпа архив ӗҫӗн пай начальникӗ Чернова Елена Геннадьевна тата ыттисем ҫитрӗҫ. Уява видео ӳкерсе хутшӑннӑ Олег Михайлович Цыпленков каласа панӑ тӑрӑх ансамбле саламланӑ май пурте тенӗ пекех чӑвашла тухса калаҫрӗҫ, пӗр Чернова Елена Геннадьевна кӑна — вырӑсла.

Малалла...

 

Урамра ҫил-тӑвӑл алхаснине пӑхмасӑрах Орининти культура ҫуртӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Хальхинче куракансене Оринино ял тӑрӑхӗн пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмӗсем «Суперхуняма» тупӑшура хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Акӑ вӗсем: Е.Ф. Никитина (Лантӑш ялӗ), Р.В. Ремнева (Чамӑш ялӗ), А.Е. Иванова (Оринин сали), Р.Е. Горшкова (Оринин сали), З.П. Галкина (Патаккаси ялӗ). Паянхи курав пуриншӗн те чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ.

Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе Оринин ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Венера Апполоновна Васильева пухӑннисене ҫуркунне ҫитнӗ ятпа саламларӗ, конкурса хутшӑнакансене вара ӑнӑҫу сунчӗ. Конкурсанткӑсене хаклама ятарлӑ хаклавҫӑсене лартнӑ: В.И Вязов — Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ, С.А. Каликов — Муркаш районӗнчи культура ҫурчӗн директорӗ, М.А. Просов, ветерансен Канашӗн пайташӗ тата В.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.12.2019 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 13

1932
87
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график ҫуралнӑ.
1933
86
Иванова Нина Ивановна, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1933
86
Пряников Виссарион Семенович, радиотехника инженерӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1933
86
Петров Александр Петрович, парти ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org