Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хунямасем тупӑшнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.03.2013 15:29 | 2031 хут пӑхнӑ

Урамра ҫил-тӑвӑл алхаснине пӑхмасӑрах Орининти культура ҫуртӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Хальхинче куракансене Оринино ял тӑрӑхӗн пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмӗсем «Суперхуняма» тупӑшура хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Акӑ вӗсем: Е.Ф. Никитина (Лантӑш ялӗ), Р.В. Ремнева (Чамӑш ялӗ), А.Е. Иванова (Оринин сали), Р.Е. Горшкова (Оринин сали), З.П. Галкина (Патаккаси ялӗ). Паянхи курав пуриншӗн те чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ.

Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе Оринин ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Венера Апполоновна Васильева пухӑннисене ҫуркунне ҫитнӗ ятпа саламларӗ, конкурса хутшӑнакансене вара ӑнӑҫу сунчӗ. Конкурсанткӑсене хаклама ятарлӑ хаклавҫӑсене лартнӑ: В.И Вязов — Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ, С.А. Каликов — Муркаш районӗнчи культура ҫурчӗн директорӗ, М.А. Просов, ветерансен Канашӗн пайташӗ тата В.П. Курбанов, Ҫӗньял-Оринин ялӗнче пурӑнакан.

Ҫак тупӑшу пулассине хунямасене маларах пӗлтерсе хунӑччӗ. Ҫавӑнпа та хутшӑнакансем ун патне тӗплӗнрех хатӗрленме пултарчӗҫ.

Чӑн малтан хунямасем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан конкурса йӗркелесе ертсе пыракан В.А. Васильева хатӗрленӗ ыйтусем ҫине интереслӗ хуравсем шырарӗҫ. Куракансем те ахаль лармарӗҫ. Ертсе пыракан ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, конкурсанткӑсене алӑ ҫупса, «Маттур! Пултаратӑн!» — тесе хавхалантарса кӑшкӑрсах тӑчӗҫ.

Конкурсанткӑсем хӑйсем хатӗрленӗ XXII ӗмӗрти хуняма ҫипуҫӗпе те капӑрланса кӑтартрӗҫ, ача макӑрма пуҫласан мӗнле лӑпалтармаллине те вӗрентрӗҫ. Хаклавҫӑсен умӗнче вӗсем чӑваш йӑли-йӗркине епле пӗлнипе, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе тупӑшрӗҫ, юрӑ-ташӑра маттур пулнине те ҫирӗплетсе пама пултарчӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, асаннесемпе кукамайсене пулӑшма вӗсен мӑнукӗсем, хӗрӗсемпе кинӗсем те килсе ҫитрӗҫ, сӑвӑ-юрӑ парнелерӗҫ, ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Чӑваш хӗрарӑмӗ мӗн авалтанах сӗтеклӗ те тутлӑ ҫимӗҫ пӗҫерме пултарнипе палӑрса тӑнӑ. Пирӗн тупӑшӑва хутшӑнакансем те паян ҫакна хӑйсем пӗҫерсе килнӗ кукӑль-пӳремечсемпе ҫирӗплетсе пачӗҫ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кукӑлӗсене асламӑшӗ-кукамӑшӗсенченех вӗренсе юлнӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе усӑ курса пӗҫернӗ. Зоя Павловна вара, жюрисене тата курма килекенсене хӑй вӗретсе килнӗ кӑпӑклӑ сӑрапа сӑйларӗ.

Кукамайсен, асаннесен тутлӑ апат-ҫимӗҫӗпе хаклакансем кӑна мар, курма килекен ачи-пӑчи те сӑйланчӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче Орининти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑкӑш» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗн солисчӗсем Н. Ивановӑпа И. Николаева куракансене илемлӗ юрӑсем парнелерӗҫ

Жюрире ларакансем баллсене тӗплӗ шутласа тухнӑ хыҫҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туса пачӗҫ:

♡ «Хӑюллӑ хуняма»: Е.Ф. Никитина (Лантӑш ялӗ);

♡ «Ӳрӗк хуняма»: Р.Е. Горшкова (Оринин сали);

♡ «Ҫирӗп хуняма»: З.П. Галкина (Патаккаси ялӗ);

♡ «Вашават хуняма»: А.Е. Иванова (Оринин сали).

«Супер хуняма» ята вара Чамӑш ялӗнче пурӑнакан Р.В. Ремнева тивӗҫрӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хунямасене, паллах, асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗҫ. Уява пӗтӗмлетнӗ май, В.И Вязов — Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ, конкурса хутшӑннӑ хунямасене тав сӑмахӗ каларӗ, ҫирӗп сывлӑх, телей, пур ҫӗрте те ӑнӑҫу сунчӗ, ҫавӑн пекех хӗрарӑмсен уявӗ ячӗпе пурне те саламларӗ.

Ҫакӑн пек кану каҫӗсем малашне те ирттерессе шанас килет, уява йӗркелӗсе ертсе пыракансене тав сӑмахӗ калатпӑр, ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр.

Сӑнсем (75)

#Муркаш районӗ, #Оринин ял тӑрӑхӗ, #Чамӑш, #Оринин, #Лантӑш, #Патаккасси, #Ҫӗньял-Оринин

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем