Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Нидерланд

Экономика

Чӑваш Енри «Энергия» предприяти туса кӑларакан ӗҫ перчеткисем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Пӗрремӗш партие тӗрӗслемелле мелпе унта тиесе те янӑ ӗнтӗ.

Ҫуркунне Чӑваш Енри пӗчӗк предприятипе Нью-Йоркри тавар туянакан ҫыхӑннӑ. Унпа экспорт контрактне алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти АПШна ӑсанмалла.

«Энергия» тулли мар яваплӑ общество трикотаж перчеткене Калининградран пуҫласа Кӑнтӑр Сахалинск таран сутать. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑскерте 50 ытларах рабочи ӗҫлет. Икӗ производство цехӗнче уйӑхра 1 миллион та 200 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ.

Чӑваш перчеткисем Казахстана, Беларуҫе, Армение, Кӑркӑстана, Нидерланда, Германие ӑсанаҫҫӗ. Итали, Франци тата Великобритани ҫӗршывӗсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесшӗн.

 

Культура

Чӑваш Ен ҫыннисем Словаки ҫӗршывӗнче иртнӗ эсперанто конгресӗнче пулнӑ. Мероприятие «Ӑнӑҫӳ чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Александр Блинов, унӑн мӑшӑрӗ — «Ача-пӑча академийӗ» центр преподавателӗ Юлия Блинова тата Блиновсен ывӑлӗ Матвей (вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет) хутшӑннӑ.

Конгресс иртнӗ май чӗлхесемпе культурӑсен фестивальне те йӗркеленӗ. Юлия Блинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн хастарсем Чӑваш Енпе, унӑн культурипе, Шупашкарпа, чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. «Пирӗн стендпа 200 ытла ҫын кӑсӑкланчӗ», — терӗ Юлия.

Фестивале Германи, Франци, Чехи, Польша, Словаки, Дани, Швеци, Норвеги, АПШ, Великобритани, Бельги, Нидерланд, Венгри, Итали, Испани, Португали, Бразили, Аргентина, Мексика, Финлянди, Япони, Китай, Корея, Вьетнам, Бурунди ҫӗршывӗсенчен тата ытти ҫӗртен пырса ҫитнӗ.

 

Тӗнчере

Нидерландпа Бельгинче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Вӑл пилӗк ҫын пурнӑҫне татнӑ. Иккӗшӗ — Оверейссел (нидер. Oaveriessel) провинцире йывӑҫ айне пулса вилнӗ, тепри Гелдерланд (нидер. Gelderland) провинцийӗнче вилӗм тупнӑ — ун ҫине кантӑкран тунӑ хуралнӑ йӑтӑнса аннӑ. Бельгири «Soir» (хрантсусларан чӑвашла куҫарсан Каҫ пулать) хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫиле пула Брюссельтен инҫе мар тепӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Машинпа пынӑскер ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Германире те пӗр ҫын пӑтӑрмаха лексе вилнӗ — 59 ҫулхи те йывӑҫ айӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ҫанталӑк сӑнавҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫил каҫччен тытӑнса тӑрӗ. Вӑл анӑҫран анӑҫ-ҫурҫӗрелле куҫӗ. Сӑмах май унччен, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, Европӑра «Элеонор» ятли алхаснӑччӗ. Вӑл та ҫын пурнӑҫӗсене татнӑччӗ — тӗрлӗ ҫӗршывра виҫӗ ҫын вилнӗччӗ.

 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменӗ инҫетри ҫӗршывра пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Константин Репин хӑйӗн тренерӗпе халӗ Нидерландра. Унта ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫав ӑмӑртура пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ.

Константин Репин Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Стандсканал хулинче иртекен тупӑшура вӑл финиша пӗрремӗш ҫитме пултарнӑ. Вӑл 54,60 ҫеккунт кӑтартупа ҫӗнтернӗ.

Аса илтерер: Константин Репин тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65160
 

Спорт Дмитрий Ефимов
Дмитрий Ефимов

Чӑваш Ен спортсменӗ Дмитрий Ефимов Европа ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Эппин, вӑл ҫамрӑксен II Олимп вӑййисене каймашкӑн путевка ҫӗнсе илнӗ.

Ӑмӑрту Нидерланд ҫӗршывӗнчи Вирте хулинче иртнӗ. Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Ефимов нимӗҫ спортсменне Пиира Сенксена пӗр ҫеккунт ҫеҫ ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Англи спортсменӗ Бен Дийкстра ҫӗнсе илнӗ.

РФ триатлон федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗмешкӗн Елизаветӑпа Дмитрийӑн наци квотине илмелле. Ӑна РФ Олимп комитечӗ ҫирӗплетет.

Ҫамрӑксен II Олимп вӑййисем Китайри Нанкинра ҫурлан 16–28-мӗшӗсенче иртеҫҫӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 123 ҫын кӗрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/64746
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2020 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халĕ сирĕн пĕчченлĕхре пулас килĕ. Çывăх çынсене сирĕнпе çемçерех пулма ыйтăр. Ĕçре ăнăçу кĕтет, питĕ ăнăçлă кунсем халĕ. Анчах пуçлăх ырланине кĕтсе илейместĕр. Вăл сирĕн тăрăшăва каярах çеç асăрхĕ.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org