Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑта Тимӗрҫен

Чӑвашлӑх

«Чӑваш халӑх сайчӗ» Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ схемине ҫӗнетсе тепӗр хут кӑларчӗ. Иккӗмӗш кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ Чӑваш Республикин схеми малтанхипе танлаштарсан тупса палӑртнӑ кӑлтӑксенчен хӑтӑлнӑ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ялсемпе пуянланнӑ (ку кӑларӑмра Чӳрекел, Хулаҫырми, Ирҫел, Вӑта Тимӗрҫен, Анат Тимӗрҫен, Клин тата Солнце чӑваш ялӗсене те курма май пур!). Унсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен тӗплӗхӗсене (центрӗсене) те кӑтартнӑ — ҫапла май ялсене шыраса тупассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшнӑ. Аса илтеретпӗр — схемӑра ял ячӗсене чӑвашла ҫеҫ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ялсен историллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Сӑмахран, Красноармейски малтан Трак ятлӑ пулнине, Первомайски — Аслӑ Арапуҫ пулнине, тата ыт. те.

Чӑваш Республикин схемине «СУМ» электронлӑ лавккара туянма май пулӗ. Хакӗ — 200 тенкӗ. Карттӑн хӑтлавӗ кӗҫнерникун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче 17 сехетре иртӗ. Пурне те 201-мӗш пӳлӗмре кӗтетпӗр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/59651.html
 

Кӳршӗре Юбилейра
Юбилейра

Иртнӗ шӑматкун, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗнекен Вӑта Тимӗрҫен шкулӗ 175 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Кун пирки пире Николай Кондрашкин пӗлтерет. Шкул юбилейне укҫана нимелле пухса ирттернӗ.

Шкулти акт залӗнче халах лӑк тулли пухӑннӑ. Чи малтанах мухтава тивӗҫлисене тав хучӗсемпе хисепленӗ. Горбунова Н.П. тата Маслова Ф.Н. кӗпернаттӑрӑн хисеп хучӗсене, Казакова Т.П., Краснова И.В., Благороднова С.А., Аппанова Т.В. кӗпернаттӑрӑн тав хучӗсене илнӗ. Пухӑннисем уйрӑммӑн ҫак шкулта вӗрентнӗ учительсен йӑхӗсене ырӑ сӑмахпа аса илнӗ: Ивановсене, Романовсене, Белозеровсене, Семеновсене, Дубовсене, Красновсене, Сарафановсене тата ыттисене те.

Юбилей каҫӗ вырӑнти Николай Кондрашкин ӳнерҫӗн версинажӗпе вӗҫленнӗ. Унта куракансем ӳкерчӗксемпе, кӳлепеллӗ портретсемпе паллашма пултарнӑ. Николай Кондрашкин ҫавра ҫул тултарнӑ шкула хӑй те пуш алӑпа килмен — «Пӗрремӗш вӗрентекенсем» барельеф парнеленӗ. Ӑна ҫуркунне ҫитсен шкул ҫине ҫакӗҫ.

Вӑта Тимӗрҫен шкулне 1840 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫнӑ. 1870 ҫулта кунта пӗрре мар И.Н. Ульянов, И.Я. Яковлев пулнӑ. 1872–1874 ҫулсенче шкулта И.

Малалла...

 

АВН
07

Ҫӗнӗ кӗнеке: «Свет из глубины веков — ҫичӗ ял»
 Н. Кондрашкин | 07.09.2015 11:18 |

Культура

«Свет из глубины веков — сичӗ ял» кӗнекене эпӗ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ҫичӗ чӑваш ялӗнчен пӗрне — Вӑта Тимӗрҫен ялӗ никӗсленнӗренпе 450 ҫул ҫитнине — халаллатӑп.

Чӑваш — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи кивӗ сӑмахсенчен пӗри. Вӑл чи авалхи тӗнпе ҫыхӑннӑ. 1979 ҫулхи март уйӑхӗнче Лотар Куш журналист нимӗҫсен «Свободный мир» журналӗнче пичетленӗ «Инки на Волге» очеркӗнче чӑвашсене тӗлӗнтерекен япала ҫырнӑччӗ. Имӗш Бразили ӑсчахӗ Любомир Зефиров инк чӗлхинче 170 чӑваш тата 120 инк сӑмахӗсем тупнӑ. Инксен мифологийӗнче «Чӑваш» (Ҫутӑ Турри) сӑмах пур. Ку сӑмах пирӗн ҫӗр ҫине 10 пин ҫул каяллах килнӗ.

Паянхи этнографиллӗ пултарулӑх очеркӗнче эпир Чӗмпӗрти чӑвашсен авалхи тымарсемлӗ «Ҫичӗял» тата унӑн ҫыннисем ҫинчен каласа парасшӑн. Унӑн тымарӗ 450 ҫул каяллахи Атӑлҫи Пӑлхарпах ҫыхӑннӑ. Вӑта Тимӗрҫен, Ирҫел тата Анат Тимӗрҫен, Виҫӗ Улхаш тата Пухтел Тимерсянка тата Чӑнлӑ шывӗсен хӗрринче ларса тухнӑ.

 

ҪУ
03

Чӗмпӗрте — Яковлев вулавӗсем
 Йелмел Микулайе | 03.05.2012 10:20 |

Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут регионсен хушшинчи «Яковлев вулавӗсем» иртрӗҫ. Ӑна облаҫри наципе культура автономийӗ йӗркелерӗ (председателӗ В.И. Сваев). Мероприятие Мускав, Чӑваш Ен, Самар Ен, Тутарстан хӑнисем килсе ҫитрӗҫ.

Малтанах пухӑннисем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, митинг ирттерчӗҫ. Унтан Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче «Яковлев тата хальхи самана» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. Л.П. Кураков профессор, академик (Мускав) И.Я. Яковлев гений пулни ҫинчен, ун ятне канонизаци тӑвас пирки каларӗ. Ҫаплах Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче И.Я. Яковлев премине туса хурас пирки асӑнчӗ. «Пирӗн хамӑр Вӗрентекенӗмӗре нихҫан та манмалла мар, ун Халалӗпе пурӑнмалла, ун ӗҫӗсене малалла тӑсмалла», — терӗ Лев Пантелеймонович. Тухса калаҫакансем хушшинче «Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. И.Я.Яковлев хваттер-музейӗн» директорӗ Н.Литвинова, Н.Краснов профессор (Шупашкар), облаҫри вӗрентӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ф.Улендеева, ЧР вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.

Малалла...

 

КӐР
24

Юлашки Совет Союзӗн Геройӗ вилнӗ
 Николай Ларионов-Йелмел | 24.01.2011 15:45 |

Е.Т.Воробьёв
Е.Т.Воробьёв

Чӗмпӗр облаҫӗнчи юлашки Совет Союзӗн Геройӗ Е.Т.Воробьёв вилсе кайнӑ. Егор Терентьевич Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ, ӗмӗрне тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Кӑҫал вӑл 93 ҫул тултармаллаччӗ.

Совет Союзӗн Геройӗ ятне чӑваш каччине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1945 ҫулта панӑ.

Юлашки ҫулсенче вӑл пӗччен пурӑнатчӗ,ӑна пӗр урамра пурӑнакан хӗрӗ пӑхатчӗ.

Е.Т.Воробьёва халалласа Аслӑ Нагаткин (Чӑнлӑ районӗн центрӗ) ялӗнче кашни ҫул кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ ирттереҫҫӗ.

 

ҪУ
08

Пӗртен-пӗр паттӑр
 Николай Ларионов-Йелмел | 08.05.2009 09:53 |

Чӗмпӗр облаҫӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнисенчен чӗрри пӗр ҫын ҫеҫ юлнӑ. Вӑл Егор Воробьёв, чӑваш, Чанлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче пурӑнать. Егор Терентьевич акан 16-мӗшӗнче 91 ҫул тултарчӗ. Сӑмах май ун амӑшӗ 104 ҫула ҫитсе вилнӗ.

Герой вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван ялӗнче пурӑнать. Вырӑнти хуҫалӑхра бригадир пулнӑ. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.

Аслӑ Нагаткин ялӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ Е.Т.Воробьёв парнисемшен ирӑклӗ майпа кӗрешессипе ӑмӑрту иртет. Унта кашни ҫул Раҫҫейӗн тӗрле хулисенчен 100 ытла спортсмен килет.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.11.2020 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 771 - 773 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире юратупа çыхăннă кăмăллă пулăмсем кĕтеççĕ. Самантсене асра хăвармашкăн тăрăшăр – йывăр вăхăтра аса илсе лăпланатăр. Илемлĕ вырăнсемпе киленĕр – эппин, çула тухăр.

Чӳк, 30

1892
128
Лява Платтунӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1906
114
Базанов Николай Петрович, Пӑрачкав сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1906
114
Бусыгин Николай Иванович, Пӑрачкав сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
102
Чӗмпӗрти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
94
Мулюков Геннадий Фёдорович, чӑваш таврапӗлӳҫи, вӗрентекенӗ ҫуралнӑ.
1967
53
Чӑваш патшалӑх университетне И.Н. Ульянов ятне панӑ.
2000
20
Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org