Чӗмпӗр облаҫӗнчи юлашки Совет Союзӗн Геройӗ Е.Т.Воробьёв вилсе кайнӑ. Егор Терентьевич Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ, ӗмӗрне тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Кӑҫал вӑл 93 ҫул тултармаллаччӗ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне чӑваш каччине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1945 ҫулта панӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл пӗччен пурӑнатчӗ,ӑна пӗр урамра пурӑнакан хӗрӗ пӑхатчӗ.
Е.Т.Воробьёва халалласа Аслӑ Нагаткин (Чӑнлӑ районӗн центрӗ) ялӗнче кашни ҫул кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ ирттереҫҫӗ.
Тимерсень // 4186.23.0052
2011.01.24 18:42 | |
Земля ему пухом. Помню неоднократные встречи в школьные годы с героем. Очень скромный был человек. Не было бахвальства своим героизмом. Деревня называется Средние Тимерсяны, старое название Киве ял. | |
Сувар С. // 2033.51.6101
2011.01.25 08:08 | |
Вăл юлашки чăваш Аслă вăрçинче Геройĕ пулса и? Ыттысем вара халь çук и? Пĕтеç ветерансем. :( | |
Аçтахар Плотников // 1149.48.2473
2011.01.25 09:19 | |
Кунта Чĕмпĕр облаçĕнчи паттăрсем пирки кадаçу пулĕ... |