Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех ҫураки епле пынине те сӳтсе явнӑ.
Сергей Павлов ял хуҫалӑх министрӗ ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне 194,4 пин гектар ҫинче акнине пӗлтернӗ. Ҫакӑ вӑл планпа пӑхнин 98,1 проценчӗ иккенне пӗлтерет. Вӑрӑлӑх акакан куккуруса министр уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Ку культурӑна 2,1 пин гектар акнӑ иккен. Элӗк, Патӑрьел (100,3%), Вӑрнар (104,2%), Йӗпреҫ, Канаш (100,8%), Комсомольски (100,8%), Пӑрачкав (100,1%), Етӗрне тата Елчӗк районӗсенчи хуҫалӑхсем планпа пӑхнӑ лаптӑкран иртнӗ. Шупашкар районӗнче палӑртнин 87,6 процентне ҫӗннӗ.
Акса-лартнипе пӗрлех тӗштырӑна ҫумкурӑкран тата сӑтӑрҫӑран хӳтӗлес тесе эмел сапма пуҫланӑ.