Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: Ҫу уйӑхӗнчи уявсен мероприятийӗсем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.04.2014 10:56 | 1931 хут пӑхнӑ
Афиша

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшне тата Ҫӗнтерӳ кунне уявламалли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫу уйахен 1-мӗшӗнче ӗҫ ушкӑнӗсем, общество организацийӗсем, культурӑпа наци автономийӗсем, спорт обществисем, ӳнерпе пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем утма тухӗҫ. Кӑҫал районсемпе хуласен хушшинче чи пултаруллӑ колоннӑна палӑртӗҫ. Организацисемпе предприятисем валли ятарлӑ номинацисем пулӗҫ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене уявпа саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ акципе фестиваль йӗркеленӗ. Вӗсем: «Ӑру астӑвӑмӗ», «Конвертри чечек». «Ӑру астӑвӑмӗ» проект Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ. Унта пултарулӑх конкурсӗсемпе фестивальсем кӗреҫҫӗ. Финал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫаласа 9-мӗшӗччен «Ҫӗнтерӳ» паркра иртӗ. Кунта кашни кун 19:00 сехетре суйлав турӗсен ҫӗнтерӳҫисем пултарулӑхне кӑтартӗҫ.

Ҫу уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче уҫӑ лапамсенче, канупа культура паркӗсенче «Фронт бригадисем» проект ӗҫлӗ. Мусӑкҫӑсемпе артистсем машинӑпа хула тӑрӑх ҫӳрӗҫ. Шупашкарсем «Вилӗмсӗр полк» акцие те хутшӑнӗҫ.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Олимпийский» стадионта 10:00 сехетре «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» иртӗ. 9-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ кунӗ» автомобиль ӑмӑртӑвӗ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ» паркра хирӗҫтӑрусенче пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Тепӗр кунхине 10:00 сехетре Б.Хмельницкий урамӗнчи масарта тӑванлӑх вил тӑпри ҫине (госпитальте сурансене вилнисене унта пытарнӑ) чечек кӑшӑлӗсем хурӗҫ. Каҫхине Асӑну паркӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ яланхи пекех Сӳнмен ҫулӑм патне чечек хунинчен пуҫланӗ (9:00 сехетре). 12:00 сехетре Хӗрлӗ тӳремре митинг уҫалӗ. Унта интерактивлӑ лапамсем йӗркелӗҫ. 17:00 сехетре концерт программи пуҫланӗ. «Ҫӗнтерӳ» паркра та юрлӗҫ-ташлӗҫ. 22:00 сехетре тӳпене салют ялкӑштарӗ.

#Ҫӗнтерӳ кунӗ, #уявсем, #Шупашкар, #Хӗрлӗ тӳрем, #стадионсем, #парксем, #Ҫӗнтерӳ паркӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем