Пирӗн пӗрлӗх йӗркеленӗ электронлӑ вулавӑшри хайлавсен йышӗ 6 пинрен иртрӗ. Хальтерех кӗртнӗ кӗнекесене илес пулсан вӑл Виталий Станьялӑн, Юхма Мишшин, Анатолий Ырьятӑн, Лидия Филипповӑн, Аркадий Ӗҫхӗлӗн хайлавӗсемпе пуянланса пырать.
Малтанхи пекех ытларах пайне сӑвӑсем йышӑнаҫҫӗ, вӗсен шучӗ 4 200-тен те иртнӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн калавсем (650 ытла), юмахсем (200 яхӑн), юрӑсем (140 яхӑн), куҫарусем (100 ытла), кулӑшла калавсем (100 ытла), юптарусем (90 яхӑн) чылай. Пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсем те сахал мар — 59 повесть, 20 роман, 29 поэма пур.
Малтанхи кӑтартӑва эпир — 5 пине — икӗ ҫул маларах тунӑччӗ. Унччен хайлавсен йышӗ хӑвӑрт ӳссе пыратчӗ пулсан (ҫур ҫул хушшинче пӗр пин патнелле ӳсетчӗ) хальхи вӑхӑтра вӑл чакрӗ теме пулать. Сӑлтавӗ вара эпир хальхи вӑхӑтра ытларах ытти проектсемпе ӗҫленипе ҫыхӑннӑ.
Электронлӑ вулавӑша эпир 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫса. Юлашки вӑхӑтра кӗртнӗ улшӑнусем шутне шырава йӗркеленине асӑнма пулать — хайлавсенче сире кирлӗ сӑмахсене хӑвӑрт кӑна шыраса тупма пултаратӑр.