Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паянхи уявпа саламланӑ.
«Паян пирӗн ҫӗршывӑмӑр авалхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява – Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑвать. Ҫак кунсенче 412 ҫул каялла халӑх ополченийӗ Мускава поляк интервенчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ. Халӑхӑн хӑватлӑ вӑйӗ Раҫҫей пӗрлӗхне тавӑрнӑ тата унӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварнӑ.
Эпир хамӑрӑн йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыратпӑр, паян та пирӗн ентешсем алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыв чиккисене паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ.
«Пурте пӗр ҫын пек – пурте пӗр шухӑшлӑ» – ҫакӑн пек пулнӑ 400 ҫул каярахри халӑх ополченийӗн йыхравӗ. «Эпир пӗрле», «Пӗрле» – тетпӗр эпир паян.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн, яваплӑхӑршӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп», – тенӗ саламра.