Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телегрампи хӑйӗн каналӗнче Ашшӗн кунӗпе саламлакан пост вырнаҫтарнӑ.
«Атте тени вӑл сӑмах анчах мар, вӑл хӑйне уйрӑм яваплӑха, вышкайсӑр пысӑк ӗҫе тата юратӑва палӑртать. Ашшӗ – ҫемье пуҫӗ, ывӑлӗшӗн – ҫирӗплӗх, вӑй тата чыслӑх тӗслӗхӗ, хӗрӗшӗн – наставник тата хӳтӗлевҫӗ.
Хисеплӗ арҫынсем, хаклӑ ашшӗсем, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн, тӑванӑрсемшӗн – яланах ҫирӗп тӗрев, ачӑрсемшӗн шанчӑклӑ ҫул кӑтартуҫӑ пулӑр. Кашни кун савӑнӑҫпа, телейпе тултӑр, килӗрте яланах ӑшӑлӑхпа хӑтлӑх хуҫаланччӑр», — тесе саламланӑ республика ертӳҫи.