Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе район центрӗсен территорийӗсенче вырнаҫнӑ ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле. Тӗслӗх вырӑнне вӑл Шупашкар районне илсе кӑтартнӑ. «Район администрацийӗ Кӳкеҫре вырнаҫнӑ, унтах Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ пур — хӑйӗн пуҫлӑхӗпе тата аппарачӗпе. Анчах унта пурӑнакансем район администрацине кайма хӑнӑхнӑ — вӗсен шухӑшӗпе унта пысӑкрах пуҫлӑхсем лараҫҫӗ тата ыйтӑва хӑвӑртрах татса параҫҫӗ. Манӑн политика ҫырӑвӗ чи малтанах ҫавӑн йышши ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле текен шухӑша палӑртнӑччӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Михаил Васильевич.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура республика Пуҫлӑхӗ муниципалитетсене пӗрлештерес шухӑша палӑртнӑччӗ. Хальхинче ҫак ыйтӑва эрнекун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ирттернӗ пресс-конференцире хускатнӑ.
Муниципалитетсене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явассипе тата тишкерессипе ӗҫ ушкӑнӗ те ӗҫлет-мӗн.
Ҫапах та пӗрлештерессине ҫынсен референдумра татса пама тивӗ. Ҫӗмӗрле хулипе районне пӗрлештерес ыйтӑва проект е сӑнавлӑ меслет евӗр 2014-мӗш ҫулта кун йӗркине кӗртме пултарӗҫ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара илсен, вӗсене пӗрлештересси пирки хальлӗхе шухӑш ҫук иккен. Ҫапах та «Ҫӗнӗ хула» проекта хута ярсан официаллӑ мар пулин те икӗ хула пӗрлешсе кайӗҫ.