Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Тава тивӗҫлӗ ят панӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.08.2023 18:18 | 3370 хут пӑхнӑ
Персона
putpobedy.ru сӑнӳкерчӗкӗ
putpobedy.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем тава тивӗҫлӗ ятсене час-часах тивӗҫеҫҫӗ тесен те йӑнӑшмастпӑр пулӗ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята халӗ Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторне Светлана Чикмяковӑна панӑ.

Ҫак хӗрарӑм 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2002-2005-мӗш ҫулсенче вӑл асӑннӑ хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, тӗп редакторӑн заместителӗнче-яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче редактор пулса тӑрӑшать.

Вӑл А. Емельянов ячӗллӗ преми лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн тата РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисемпе те чысланӑ.

#тӳре-шара, #Вӑрнар районӗ, #ят-сум, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

эртелпе // 1435.67.9903
2023.08.07 18:59
САЛАМЛАТПАР САНА , СВЕТЛАНА , СИРЕП СЫВЛАХ . ТЕЛЕЙ СУНАТПАР ! Чунтан хисеплесе- Шапчак ен тарахенчи шамаршасем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем