Кӑсӑклӑ
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫин Ключевскин историне вуланӑ чухне час-часах пӗрре «боляр», тепре «бояр» тенине курма пулать. Славянсен тӗн чӗлхин (церковнославянский) палӑкӗ шутланакан упранса юлнӑ хайлавсенче ытларах «боляр» тенине куратпӑр. Балкан ҫинчи пӑлхарсем патӗнчен килнӗ хайлавсенче болер тени тӗл пулать. Енчен те янӑракан хупӑ сасӑ вырӑннӗ янӑраманни каласан... полер пулса тӑрать. Ирӗксӗрех пуҫра шухӑш ҫуралать, авалхи чӑваш-пӑлхарсен чӗлхинче пӳлер пекрех илтӗнмен-ши ҫакӑ? Пӳ тахҫан ҫар, ҫарҫыннине пӗлтерекен сыпӑк пулнӑ пуль. Ӗмпӳ, ҫӗрпӳ — аслӑ ҫарҫынни, ҫӗр ҫарҫыннин пуҫлӑхӗ; ер, ар — арҫын. Пӳлер — ҫарҫынни арҫын, хан ҫумӗнче тӑракан ар. Ку сӑмаха тӑваннисем — кӗрнекер, нукер...
Хушса калани. Ман шухӑшпа Пӳлере ҫар ҫынни должноҫӗпе ҫыхӑнтарни тӗрӗсех мар. Темскер ҫитмест пек. Акӑ, калӑпӑр, Азербайджанра Иранпа ҫуммӑн вырнаҫнӑ Пӳлесӑвар (авалхи ячӗ: Пилесувар) хулине илес. Питӗ кӑсӑклӑ ят, ҫапла мар-и? Ҫак хуларах тата Пӑлхар ятлӑ юханшыв юхса иртет. Тепӗр май каласан, Атӑлҫи Пӑлхарти виҫӗ пысӑк хула ячӗ те пӗр вырӑнта тӗл пулаҫҫӗ. Юхма Мишши кунта ҫавӑн пекех нукер сӑмаха илсе кӑтартать, анчах вӑл пирӗн чӗлхене молголсенчен кӗнӗ. Тата: «пӳ» + «ар» сӑмахсем сыпӑннинчен пулнӑ пулсан мӗн сӑлтавпа варрине «л» вырнаҫнӑ? Вырӑс чӗлхинчи «бояр» (пӑлхарсен «боляр»-ӗ) танайҫи пӑлхарсенчен кӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унӑн ытти славян чӗлхисемпе ҫыхӑну ҫук, ҫавна май ӑна тӗрӗк чӗлхинчен кӗнӗ пуль теҫҫӗ: «boi ar» пуян ар тенине пӗлтерет имӗш. «Бояр» ҫӑлкуҫӗ тӗрӗк чӗлхинче пулнине ӗненме пулать, анчах та ку сӑмах «пӳлер»-пе тан теме ҫавах йывӑр. Ман шутпа «пӳлер» тени питӗ авалхи сӑмах. Умӗнхи «пӳл-» пайӗн пӗлтерӗшне пирӗн халӑх ахӑртнех ҫухатнӑ (~пӗвеле~ сӑмах синонимӗ мар ӗнтӗ!). Сӑмахран, чӑваш чӗлхинчи «пӳе» тени мӗне пӗлтерет? Ашмарин словарьне уҫса пӑхсан пӗлме пулать (сӑмахӑн тӗпне шыранӑ май асӑрхарӑм). Унашкал ҫухалнӑ сӑмаха тупайсан, тен вӑл пӗр-пӗр професси ятне пӗлтернӗ. Кайран ят пулса тӑнӑ та тӗнче тӑрӑх ҫӳренӗ. Йӑх ячӗ теес, анчах ҫырӑнса юлман пулас... Пӗтӗмлетсе каласан, «Пӳлер» ят халӗ те хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне упрать. Апла-и, капла-и, анчах «бояр»-па ҫыхӑнман пулас. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Википедире:
Биләр — тутарла
Билярск — вырăсла
Пӧлер — улăх çармăсла.
Хăшĕ кунта пĕрремĕшли, хăшĕ унтан тухса пыраканни?
Атăлçи Пăлхарти халăх, юлашкирех тапхăрсенче, хăйсене пăлхарсем темен. Хăйсене вĕсем пÿлерсем тенĕ.
Çапла вара, пÿлер тени пăлхар тенинчен тухнă теес пулать.