Ҫӗнӗ Шупашкарта фотофиксаторсене вырнаҫтарассипе хӗрӳ ӗҫ пырать. Ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха ӳстерес дирекцинче пӗлтернӗ тӑрӑх регистраторсене лартмалли вырӑнсене ятарласа суйланӑ.
— Фотофиксаторсене аварисем тӑтӑш пулакан вырӑнсене вырнаҫтарма планланӑ. Ҫӗнӗ техника ҫул-йӗрти саккун пӑснине «Онлайн» майпа тӗпчеме пултарать, йӗркене пӑсни вара тӳрех Чӑваш Ен ҪХПИ центрне каять, — пӗлтерет учреждени директорӗ Владимир Баженов.
Ҫул йӗркине пӑснӑ кӑтартӑва фотофиксатор регистрациленӗ хыҫҫӑн инспектор саккунпа килешӳллӗн ҫак ӗҫ-пуҫпа постановленисем ҫырать. Хыҫҫӑн ҫул йӗркине пӑсакансем патне ятарлӑ пӗлтерӳ ҫырӑвӗсем яраҫҫӗ. Саккуна пӑсакансен 60 кун хушшинче штрафа тӳлесе татмалла.
Паянхи куна хулара икӗ фотофиксатор комплексне вырнаҫтарнӑ. Энергипе тивӗҫтерекен компанипе килешӳ тунӑ хыҫҫӑн хулара тата темиҫе прибора электричество парса ӗҫлеттерсе ямалла.
Александр Смирнов инспектор пелтернӗ тӑрӑх хулара фотофиксаторсем Совет урамӗнче ҫулӑн икӗ енӗпе те вырнаҫнӑ.