Эсир асӑрханах пулӗ: лавккасенче сахӑр хакланнӑ тата вӑл пур ҫӗрте те ҫук. Мӗн пулса иртет-ха?
Сахӑр 75 тенке ҫитнӗ. Хаш-пӗр ҫӗрте 120 тенкӗ тӑнине те асӑрханӑ. Чылай ҫӗрте вӑл ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккасенче сахӑр саппасӗ пур. Хак ӳсни тата дефицит мӗнпе ҫыхӑннӑ? Тӳре-шара ҫакна Тӗп банк тӗп ставкӑна ӳстеррипе ҫыхӑнтарать. Ҫавна май производительсен тата суту-илӳ организацийӗсен страхланма тивет. Вӗсен кредит килӗшӗвӗнче "шӑвакан" процентсем пулнине палӑртнӑ. Апла федераци шайӗнче пулӑшу мери йышӑниччен вӗсен саппассене тытса тӑма тивет. Халӑх урса кайса сахӑр туянни те хака витӗм кӳрет.
Влаҫ органӗсем таварсем пуррипе ҫуккине тата хакӗсене тӗрӗслекен штаб йӗркеленӗ.