Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Апат-ҫимӗҫ
![]() www.design-m.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫи лавккасенчен пӗрне 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ. Лавкка хуҫи — «Центркоопторг» тулли мар яваплӑ общество. Ӑна Роспотребнадзорӑн тата прокуратурӑн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ. Организаци тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Арбитраж сучӗ лавккана 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |