Нумаях пулмасть суд приставӗсем Турцие канма каякансемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫу вырӑнне Шупашкарти аэропорта суйласа илнӗ.
Мӗн шухӑшпа тӗл пулнӑ-ши тетӗр-и? Ӗҫпе паллах. Чикӗ леш енне канма тухса каякансен парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме. Ара, парӑмлисене тытса чарма саккун ирӗк парать мар-и? Чӑн та, парӑмлисем тупӑннӑ. Хӑшӗсен Пенси фондне тӳлевсем пухӑнса кайнӑ иккен, хӑшӗсен — налукпа. Палӑртса хунӑ канӑва пӑсас мар тесе вӗсем парӑма аэропортрах тӳлесе татнӑ.