Экономика
![]() Чӑваш Енӗн патшалӑх пурлӑхне ҫитес ҫул приватизацилессипе прогноз планне хатӗрленӗ. Унта пӗр объект кӑна кӗртнӗ. Ку вӑл — «Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗсем. Складсем Шупашкарти Николаев урамӗнчи 14-мӗш «а» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулта ҫӗр участокне ҫуртсемпе пӗрле 48 миллион тенкӗпе хакланӑ, ҫав шутран 28 миллионӗ — ҫӗр хакне шута илмесӗр. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, Апат-ҫимӗҫ фончӗн склачӗсемпе аренда хакӗ ытла пысӑккине кура усӑ курмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |