Экономика
![]() Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 35 пине яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ку цифрӑна курсан: «Ман вӑл укҫана илес тесен икӗ уйӑх тар тӑкмалла» е тата: «Ун чухлӗ укҫана икӗ уйӑхра та илейместӗп!» — тесе тарӑхакансем тупӑнасси иккӗлентермест пулин те статистикӑна хирӗҫ каяймӑпӑр. Маларах эпир асӑннӑ цифрӑна Чӑвашстат кӑҫалхи ҫу уйӑхне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗнчипе танлаштарсан ҫу уйӑхӗнче шалу виҫи 1,4 процент ӳснӗ, унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртипе танлаштарсан тата та сумлӑрах — 9,1 процент хӑпарнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхсенче Чӑваш Ен ҫыннисем уйӑхсерен вӑтамран 33 038,8 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |