Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Вакцинаци тӑвассипе йӗрке ҫирӗпленӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 25.06.2021 17:54 | 370 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енри патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, учительсене, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчи педагогсене, суйлав комиссийӗсен пайташӗсене кашнине тенӗ пекех кӑшӑлвирусран прививка тӑвасшӑн. Бизнеса та «хӗсӗҫ»: суту-илӳре, общество апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене, йӑла ыйтӑвне тивӗҫтерекенсене е пурне те вакцинаци витӗр кӑлармалла, е ӗҫре тӗрлӗ чару пулӗ.

Ертӳҫӗсен хӑйсене укол тутарнине ӳкерсе илмелле, ҫавна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсем урлӑ ыттисене паллаштармалла.

Унта Алла Салаева, Сергей Артамонов, Дмитрий Краснов вице-премьерсем, цифровизаци министрӗ Кристина Майнина, ӗҫ министрӗ Алена Елизарова, Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков вӑл енӗпе отчёт тунӑ та темелле.

Ҫак тата ытти ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пынӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑру йывӑрланса пырать, чирлекенсен шучӗ ӳсме тытӑннӑ. «Короновирусӑн штамӗсем вӑй илнӗ май амак чирлесе ирттернисене те, антитела пуррисене те ерме пултарать. Инфекцирен вакцинаци кӑна хӳтӗлеет», — тенӗ вӑл.

#тӳре-шара, #кӑшӑлвирус, #сывлӑх, #ларусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Маска тӑхӑнманнипе чирлеҫҫӗ
2020, 07, 10
Килте ӗҫлеттерме сӗннӗ
2020, 10, 30
Кӑшӑлвирусран 577 ҫынна прививка тунӑ
2021, 01, 05
Мӗн чухлӗ ҫын прививка тунӑ?
2021, 04, 02
Кӑшӑлвирусӑн Британи штамӗпе чирлекенсем нумайланнӑ
2021, 05, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org