Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче вакцинаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинӑсем вӑхӑтра килеҫҫӗ, пунктсем ӗҫлеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне республикӑри аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 60 процентне прививка тума палӑртнӑ. Ку коллективлӑ иммунитет тума пулӑшать. Министр каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрне 40657 ҫын туса ирттернӗ. 28 пине яхӑн ҫын иккӗмӗш тапхӑра та вӗҫленӗ. Хальлӗхе планра палӑртнӑ ҫынсен 7 процентне ҫеҫ прививка тунӑ. Сӑмах май, республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 49894 вакцина илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |