Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем уйра пӑру виллисене тупнӑ. Вӗсем тӑпра ӑшӗнче пулнӑ, ҫӗрме пуҫланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫынсем пӗлтернӗ.
Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑру виллисене тислӗкпе пӗрле тухса тӑкнӑ. Ҫавна май тавралӑха лайӑх мар шӑршӑ сарӑлать. Пӑру виллисене ачасем хӗллех йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне курнӑ. Халӗ вара урӑх ҫӗрте те выртаҫҫӗ. «Вуннӑран кая мар», - пӗлтернӗ ҫынсем.
Вӗсем прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫӗрсем фермер хуҫалӑхӗн. Йӗркепе килӗшӳллӗн, выльӑх вилсен кун пирки ветеринари службине пӗлтермелле. Вӗсем анализсем туса выльӑх мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ. Вӗсене тӑпра айне тума юрамасть.