Республикӑра
![]() деревягино.рф сайтри сӑн Республикӑра кафесемпе ресторансене талӑкӗпех ӗҫлеме ирӗк панӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче кафесемпе ресторансене 23 сехетчен ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Икӗ эрне каялла вӗсен ӗҫне ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен тӑсма ирӗк панӑччӗ. Халӗ вара талӑкӗпех ӗҫлеме ирӗк пур. Анчах хальлӗхе банкетсем ирттерме юрать. Кафере зала 75 процент тултарма юрать. Анчах сӗтелсене унчченхи пекех 1,5 метр аякра лартмалла. Пӗр сӗтел хушшинче 4 ҫынран ытларах лармалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |