Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хулинчи Эгер бульварӗнче пурӑнакансем 48-мӗш ҫурт ҫумӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартассине хирӗҫ-мӗн. Хулана ертсе пыракансем ҫынсен шухӑшне пӗлес тесе халӑхпа сӳтсе явнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ. «Эпир халӑхпа сӳтсе яврӑмӑр, проектлакансем хӑйсен проекчӗпе паллаштарчӗҫ, строительсем ӗҫ технологийӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ», – тесе ҫырнӑ сити-менеджер. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, сӳтсе явма ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Тӗрлӗрен шухӑшлакансем тупӑннӑ, ытларахӑшӗ – хирӗҫ. Апла пулсан хула администрацийӗ ҫынсен шухӑшне тӗпе хурӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |