Пӑтӑрмахсем
![]() twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗнчи суд троллейбус водительне айӑплама йышӑннӑ. Арҫын пӑтӑрмаха 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫакланнӑ. «Суту-илӳ ҫурчӗ» чарӑну патӗнче ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Светофор тӗлӗнче е ятарлӑ вырӑнта мар. Водитель хӗрарӑма ҫапса кайнӑ, лешӗ вилнӗ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 62-ри ҫулти водитель тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Арҫын хӑй айӑпне йышӑннине, чунтан ӳкӗннине, шар кураканни хӑй те ҫул-йӗр правилине пӑснине шута илсе троллейбус водительне тӗрмене хупса усрамасӑр 1 ҫулталӑклӑха айӑплама йышӑннӑ. Унӑн правине икӗ ҫуллӑха туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |