Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.12.2012 21:01 | 2131 хут пӑхнӑ

Паян, раштавӑн 14-мӗшӗнче, вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

Чи малтанах Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисене епле пурнӑҫа кӗртнине пӑхса тухрӗҫ. Докладшӑн яваплӑ Казакова Т.В. ӗҫсем мӗнле пыни пирки кӗскен каласа пачӗ: кӗнекесем туянни ҫинчен, халӑх ушкӑнӗсенчи ӗҫсем ҫинчен, фестивальсемпе юрӑ-ташӑ ӑмӑртӑвӗсем пирки. Ҫитменлӗхсем ҫинчен калаҫма пуҫласан вулашӑври кӗнеке куравӗсен ячӗсем вырӑсла пулнине асӑнчӗ. Пачах вырӑсла мар ӗнтӗ — кӑнтӑрти районсенче ку тӗлӗшӗнчен питӗ лайӑх — стендсен ячӗсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыраҫҫӗ, Шупашкара ҫывхарнӑ май вара ҫак йӑла япӑхланса пырать. Ҫакна асра тытса ӗнтӗ килес ҫул ятсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыртарассипе акцентласа ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Докладӑн тулли тексчӗпе кунта паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнӑ май ытти учрежденисене те чӗлхесен саккунне пурнӑҫлама ыйтмалли пирки, уйрӑмах ятсене чӑвашла ҫыртармалли пирки калаҫрӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтура культура учрежденийӗсен чӑвашла ячӗсене ҫирӗплетесси пулчӗ. Кунта тавлашу нумай пулмарӗ («орленлӗ» е «орденӗллӗ» ҫырасси ҫинче ҫеҫ кӑшт чарӑнчӗҫ), сӗннӗ куҫарусемпе килӗшнипе вӗҫленчӗ.

Виҫҫӗмӗш ыйтура чӑваш чӗлхин орфографине сӳтсе яврӗҫ. Пӗтӗмпех мар — тахҫантанпах тавлаштаракан пӗр ыйтӑва ҫеҫ: пӗрле е уйрӑм ҫырасси пирки. Алексей Леонтьевпа Юрий Виноградов ҫак ыйтӑва тахҫанах татса пани, ун патне тепӗр хут таврӑнма кирлӗ мар пирки калаҫрӗҫ пулин те комиссин ытти пайташӗсене итленӗ хыҫҫӑн вӗренӳ министрӗ Иванов Владимир Николаевич ҫак ыйтупа уйрӑм канашлу пухса тӗрлӗ шухӑшсене пуҫтарса пӗр тӗпе ҫитермелли пирки протокола кӗртрӗ. Тавлаштараканни пур пулсан ӑна сӳтсе явмалли ҫинчен пӗлтерчӗ. Уйрӑм канашлӑва ирттерме гуманитари институчӗн директорне Ю.Н. Исаева сӗнчӗ.

Тӑваттӑмӗш ыйтура Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсемпе ҫыравҫӑсен псевдонимӗсене ҫирӗплетесси пулчӗ. Ку ыйтусем малтанхи ларуранах пулин те хальхинче вӗсене самай ҫӗнетнӗ. Якатнӑ хыҫҫӑн та килӗшменнисем тупӑнчӗҫ. Уйрӑмах хисеплӗ ятсем тавлашуллӑ пулчӗҫ. Министр пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх малтанхи ларура килӗшмен самантсем мӗнле пулнӑ, халӗ те ҫаплипех юлнӑ мӗн. Пӗтӗмӗшле вара икӗ список тума йышӑнчӗҫ — комисси пайташӗсем пӗтӗмӗшле хирӗҫлемен йыш тата тавлашуллисен йышӗ. Пӗтӗмешле хирӗҫлеменнисене йышӑнса ыттисене каярах тепре пӗрле сӳтсе явма калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫыравҫӑсен псевдонимӗсемпе те килӗшменнисем пулчӗҫ. Юрий Михайлович вӗсенче калӑплану пӗрпеклӗхне курас килчӗ пулсан псевдонимсен йышне хатӗрлекенсем вара псевдонимсен авторӗсен шухӑшне тӗпе хурса тунӑ иккен. Ҫапах та тавлашусем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн псевдонимсем йышне хальхинче йышӑнас терӗҫ.

Комисси йышӑннӑ докуменсем ҫитес вӑхӑтра ун сайтӗнче вырнаҫӗҫ.

#Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗ, #ларусем, #чӑваш чӗлхи, #Вӗренӳ министерстви

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем