Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Гурий Вантер вилтӑприне тӑван ялне куҫарса пытарма чӗнсе калани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.04.2020 14:19 | 8172 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Чӑваш Республикин пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа тӑракан О.А. Николаева

Уҫӑ ҫыру

Хисеплӗ Олег Алексеевич!

Виҫӗ уйӑх каярах эпир, Пушкӑрт енчи таврапӗлӳҫӗсем, чӑваш халӑхӗн чи паллӑ историкӗн, пӗрремӗш философӗн, этнографӗн, общество деятелӗн, писателӗн, педагогӗн Гурий Иванович Комиссаров-Вантерӑн (1883-1969) вилтӑприне Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче шыраса тупрӑмӑр. Ку пархатарлӑ ӗҫре пире унӑн тӑванӗсем пулӑшрӗҫ.

Комиссаров-Вантера чысласа ӗмӗр мӑнаҫланмалӑх историллӗ ӗҫ туса ирттерес тӗлӗшпе эпир, Урал енчи чӑвашсем, сиртен, наци республикин пуҫлӑхӗнчен, пулӑшу ыйтма шутларӑмӑр.

Гурий Иванович Комиссаров-Вантер — чӑваш халӑх нацийӗн хастар патриочӗ, ӑслӑлӑх тӗслӗхӗ. Революциченех Гурий Иванович хӑйӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ «Чуваши Казанского Заволжья», «Смысл мировой истории», «Чувашский саламальник» тата ытти наука ӗҫӗсене ҫутта кӑларнӑ. 1918 ҫулта Ӗпхӳре паян та чуна пырса тивекен «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» кӗнекине ҫырса кӑларнӑ. 1921 ҫулта Хусанта «Чӑваш халӑх историне» кӑларнӑ. Комиссаровччен чӑваш халӑхӗнче ун пек кӗнеке ҫырса кӑларакан пулман.

Гурий Иванович Пушкӑртстан Республикин тӗп хулинче 10 ҫулталӑк ытла вӑй хунӑ. Вӑл Ӗпхӳри чӑваш учителӗсен семинарине (педагогика техникумне) пуҫарса яраканӗсенчен пӗри, пӗр вӑхӑт вӑл унтах вӗрентекенӗ тата завучӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тутарстан Республикин тӗп хулинче Гурий Иванович 16 ҫулталӑк ытла тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Шкулсенче, техникумсенче, институтсенче тата Хусан университетӗнче студентсене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Нумай тӗпчев ӗҫӗсем ҫырнӑ. Ҫав тапхӑрта Г.И. Комиссаров-Вантер кӑларнӑ кӗнкесен хушшинче «Пирӗн тӑван ҫӗршыв» (икӗ кӑларӑм), «Татарская АССР», «Сельское хозяйство Татарской АССР». 1935 ҫулта Шупашкар хулинче вӑл Н.К Лебедевӑн «Один среди дикарей. Жизнь и путешествия Миклухо-Маклая» кӗнекине чӑвашла куҫарса ҫутта кӑларнӑ.

1942 ҫултанпа Г.И. Комиссаров-Вантер Киров облаҫӗнчи Санчурск хулинче фармацевт шкулӗнче студентсене латин тата вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 27 ҫул ют ҫӗрте пурӑнсан та виличчен унпа Чӑваш Республикин паллӑ литература тата наука ӗҫченӗсем тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, ҫыру ҫӳретнӗ. Ун патне Петӗр Хусанкай поэтпа Андрей Алексеев тата Николай Краснов тӗпчевҫӗсем килсе паллашнӑ. Халӗ Г.И. Комиссаровӑн пуян еткерӗ Шупашкарти гуманитари наукисен институтӗнче тата ытларах Пушкӑртстанпа Тутарстан архивӗсемпе вулавӑшӗсенче упранать. Унпа унчченхи пекех паян та тӗпчевҫӗсем анлӑ усӑ кураҫҫӗ. 80-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Г.И. Комиссаровӑн тӗпчевӗсем чӑваш историйӗпе, фольклорӗпе, йӑла-йӗркисемпе, краеведенийӗпе, этнографийӗпе, этнологийӗпе, чӗлхипе тата литературоведенийӗпе кашни пилӗк ҫултан ҫутта тухса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Раҫҫей ҫӗршывӗн ҫӗнӗ историйӗ пуҫланнӑранпа Ӗпхӳре, Хусанта тата Шупашкарта пайтах кун ҫути курчӗҫ. ПР Правительствин хушӗвӗпе килӗшӳллӗн 1992 ҫултанпа Ӗпхӳ муниципалитечӗн сӗтевлӗ пӗлӳ паракан П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш шкулӗн «Чӑваш просветителӗсен музейӗнче» Г.И. Комиссаровӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.

Самах май каласан, Комиссаровӑн вӗренекенӗсем те нумай нациллӗ тӑван ҫӗршывшӑн ырӑ ӗҫсем туса хӑварма пултарнӑ. Вӗсен шутӗнче фронтҫӑ, Слакпуҫра Константин Ивановӑн музейне йӗркеленӗ Петр Кудряшев, чӑваш халӑх общество деятелӗ, фронтҫӑ, «Красная Башкирия» хаҫатӑн редактор ҫумӗ Иван Гурьев, ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникӗ Иван Григорьев тата ыттисем.

Киров облаҫне темиҫе хут кайса шыраса Г.И. Комиссаровпа унӑн арӑмӗн вилтӑприне тупма пултарнишӗн эпир питӗ хӗпӗртентӗмӗр. Анчах ҫав вӑхӑтрах кашни таврапӗлӳҫӗн чӗри калама ҫук ҫатӑртаттарса ыратса хурланчӗ.

Гурий Иванович ыйтнине шута илсе ӑна 50 ҫулталӑк каярах Санчурск масарӗнче арӑмӗн вилтӑпри ҫумне пытарнӑ пулнӑ. Анчах хӑй виличчен Гурий Иванович чӑваш халӑхне арӑмӗпе хӑйӗн шӑмшакне тӑван ҫӗршыва — Чӑваш Республикине куҫарса пытарма халал ҫырса хӑварнӑ. Пирӗн, хальхи ӑрӑвӑн, ҫав халала пурнӑҫа кӗртмелле тесе шутлатпӑр эпир. Кӑҫал, Чӑваш Респу6лики 100 ҫулталӑк тултарнине уявланӑ ҫул, эсир пирӗнпе килӗшессе эпир ҫирӗп ӗненетпӗр!

Паллӑ наци патриочӗн халалне 50 ҫул иртсен пӑрахӑҫа кӑларни пирӗншӗн пысӑк ҫылӑх пулса юлӗ. Ҫавӑн пирки сиртен тивӗҫлӗ пулӑшу ыйтатпӑр: Гурий Иванович Комиссаров-Вантерпа мӑшӑрне Чӑваш Республики шайӗнче хисеп туса тӑван ялне куҫарса пытарма.

Сире чунтан хисеплесе,

[алӑ пусакансем].

 

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗ, 2020 ҫул.

Хушни

Чӑваш Рсепубликин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, тата архив ӗҫӗн министерстви ҫапларах хурав панӑ:

Хисеплӗ Вячеслав Михайлович!

Гурий Иванович Комиссаров-Вантерпа мӑшӑрне Чӑваш Республики шайӗнче хисеп туса тӑван ялне куҫарса пытарас ыйту пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан О.А. Николаев патне янӑ ҫырӑвӑра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Респу6ликин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ҫакна пӗлтерет.

2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшенче 59-ФС № тухнӑ «Раҫҫей Федерацийӗн граждансен ҫырӑвӗсене пӑхса тухас йӗрки ҫинчен» Федераци саккунӗн 8-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн Сирӗн ҫырӑва Киров облаҫӗн Правительствине пӑхса тухма тата хурав пама ярса панӑ.

Кӗлетсен эксгумаци документацисене хатӗрлесе панӑ хыҫҫӑн, Чӑваш Республикин территорийӗнче пытармалли ыйтӑва пӑхса тухма хатӗр.

Сире регионсен тата Раҫҫей Федерацийӗн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн никӗсӗ пулса тӑракан гражданла активлӑ позицишӗн тав тӑватпӑр.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Киров облаҫӗ, #таврапӗлӳҫӗсем, #таврапӗлӳ, #Пушкӑртстан, #культура, #ҫырусем, #кӳршӗре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 5804.1.7960
2020.04.03 02:41
Agabazar
Санчурск пирĕн патран шутсăр аякра мар. Йошкар-Оларан тепĕр çавăн чухлĕ каймалла. «Оршанский тракт» теççĕ. 150 çухрăм пулма пултарать Шупашкартан.

Енчен те чăннипех шăмашакка илсе килес тесен, чăн малтан юридицилле самантсене татса памалла.

Пур — масар. Масарăн — хуçи пур.

Гурий Комиссаровăн тăванĕсем тата ыттисем волонтёр пулса хутшăнма пултараççĕ.

А Çеçпĕл тĕлĕшпе хускатмалла мар урăх. Самани тăрăлмасăр пурпĕрех ним те тăваймастăн. Ну самана, паллах, хăçан та пулсан мĕнле те пулин тăрăлатех. Стратегилле шухăшлав кирлĕ кунта.
Владимир Николаев-Изачак // 3313-2825
2020.04.03 08:45
Самое время! Сейчас перед Чувашией нет важнее задачи, чем заниматься с "вилтăпри" какой нибудь знаменитости...
2020.04.03 15:02
Аçтахар Плотников
Культура министерствин хуравне хушса вырнаҫтартӑм. Ерохин тин кӑна ярса пачӗ.
Agabazar // 1925.74.7899
2020.04.03 15:28
Agabazar
Паллах, тепĕр вариант пур.

Санчурск хулинчех тирпейлесе тăма пулать.

Анчах та фотосăн кăтартать: Санчурск масарĕ самаях юхăннă. Унта хальхи вăхăтра никамах та пырса çÿремест пулас. Турист маршручĕсенчен аякра.

Акă Ашмарин вилтăпри Хусанта. Аруй масарĕнче. Масара паян кунчченех лайăх пăхса тăраççĕ. Унта такама та пытарнă.

Ашмарин вилтăприйĕпе палăкĕ юхăннă ĕнтĕ. Çĕнĕрен майлаштарсан вăл çавăнтах йĕркеллĕн тăма пултарать.

Пантеон тенĕрен, Хмельницкий урамĕнчи тулнă теме çук. Паллах, квота кирлĕ. Çулталăк хушшинче пилĕк пытару тума пулать. Унран ытла мар. Ку — максимум.

Калас пулать, Кури Вантер патне Санчурск хулине, вăл 1968-мĕш çулта виличчен, кайса çуренĕ çынсем пулнă. Хăнана темелле пуль. Унашкал çынсене ку статьяра та асăннă.
Лешкукша // 3453.03.7289
2020.04.03 15:57
ВАНДЕР Санчурска арӑмӗн ҫӗршывне хӑй кӑмӑлӗпе кайнӑ, унта пытарма ыйтнӑ.1969 ҫул тӗттӗм вӑхӑт мар тата Шупашкар унпа ҫыхӑнӑва татман. Шупашкара пытарма ыйтман, вӑл шухӑш ун пулман та!
Вилтӑприне унта пӑхманнине кунта та йӗркеплӗ пӑхас ҫук. Чӑваш йӑлипе тӑванӗсен кашни ҫулах тӑванӗн тӑпри ҫине ҫитсе асӑнмалла, а вӗсем халь тин а р а н шыраса " т у п н ӑ" Намӑс
Республика Кӑлавин вилесене пӑтратмсӑр урӑх ӗҫ ҫук-и?
Ярухха Витти — Ерохин // 9909.8.1223
2020.04.03 18:13
Кури Вантерăн ĕçре репресси сăлтавĕсем пуçлансан Хусантан ирĕксĕрех куçса каймалла пулать çав... Унăн халалĕ чăн та пур икĕ тăванĕ патĕнче (Комиссаров В.В. тата Сорокина З.Г. Шупашкарта пурăнаççĕ)... Пирĕн хамăр тунă ксерокописем пур...
Agabazar // 3860.58.8399
2020.04.03 18:27
Agabazar
Лешкукша,

эс ху хăвăн кашни тăванун вилтăприне пĕлсе-пăхса тăраятна?

Çук, санран пиçмест. Чăннипе эс аслаçу-кукаçу-маçаку-мамаку-асаннÿ тăприсем тĕлешпе те ним те пĕлместен.

Халь вара кунта мораль вулам пекки тăватăн.

Калас пулать, Кури Вантер те санăн аслаçăвах пулать.

Мĕнпур чăвашшăн вăл — асатте!

Тахçан Комиссаровсем пулнипе çеç эс паянхи кун: «Эп — чăваш!» — тесе пурăнма пултаран.

Мĕнпур тĕрек Комиссаровсем çинче. Изачаксем çинче нимле тĕрек те çук. Изачаксем пире вилĕм шăтăкне çеç сĕтĕрме пултараççĕ.
Ярухха Витти — Ерохин // 9909.8.1223
2020.04.03 18:29
Айăпсăр Репресси сăлтавĕсене пула унăн ятне çак кунччен тивĕçлĕ çĕклеймен... Ăна "буржуазный националист" тесе те тапăннă... Вăхăт çитрĕ пуль Кури Вантера хисеп тума... Мĕнле çуннă чăвашсемшĕн унăн чĕри çакăн пек кĕнеке çырса: "Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши,каймĕ-ши?"... Намăс та çылăх та пулать пире, чăвашсене, унăн халалне манăçа хăварсан, курманçи пулса...
Ярухха Витти — Ерохин // 9909.8.1223
2020.04.03 18:33
Каçарăр мана, Николай, вăхăтлă яманшăн...
Agabazar // 3860.58.8399
2020.04.03 18:34
Agabazar
Кам вăл Лешкукша — эпир пĕлместпер.

Ахăртнех тахçан пĕри усă курнă никпах тепре усă курать.

Клон. Двойник. Бот. Тролль.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем