Ҫурт-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Гастелло урамӗнче вӗрентекенсем валли ҫурт тума тытӑннӑ. Педагогсем валли хваттерсем ятарла хакпа пулӗҫ – 1 тӑваткал метрӗ 38,5 пин тенкӗ (халӗ вӑтамран 45 пин тенкӗ тӑрать). Ҫурта кӑҫал хута ямалла. Кунашкал ҫурт Шупашкарта пӗрремӗш пулӗ. Хваттерсемсӗр пуҫне ҫуртра 60 вырӑнлӑх ясли тӑвӗҫ. Кунсӑр пуҫне машина лартмалли лапам, спорт лапамӗ, канмалли лапам пулӗҫ. Халӗ застройщик каркаса монтаж тӑвать, ҫурт ӑшӗнче перегородкӑсем лартать. Программӑпа килӗшӳллӗн хӑпартакан тепӗр ҫурт «нуль» паллӑран иртнӗ. Ӑна 2021 ҫулхи ҫуркунне туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |