Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак кунсем пире хӗвеллӗ ҫанталӑкпа савӑнтараҫҫӗ. Анчах уйӑх вӗҫӗ сивӗ илсе килӗ. Шупашкарта ҫак кунсенче сывлӑш температури нормӑран 4-8 градус ӑшӑрах пулнӑ. Канмалли кунсем те ашӑ пулӗҫ, сывлӑш температури 9-14 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Шӑматкун уяр тӑрӗ, вырсарникун пӗлӗтленӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Тунтикун ӑшӑ, анчах ҫиллӗ пулӗ. Каҫ енне 3 градус таран сивӗтӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн юр ҫума пултарӗ. Ытларикун хӗвел тухӗ, ҫил лӑпланӗ, анчах термометр 5 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Юпан 31-мӗшӗнче кӑнтӑрла та термометр «минус» кӑтартӗ, ҫӗрле 6 градус сивӗтӗ. Ҫул ҫинче пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |