Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Токиори профессор Чӗмпӗр чӑвашӗсемпе тӗл пулма килнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.08.2019 18:48 | 2362 хут пӑхнӑ
Культура
Олег Мустаев ярса панӑ сӑнӳкерчӗк
Олег Мустаев ярса панӑ сӑнӳкерчӗк

Чӗмпӗр хулине тӗрӗк ушкӑнне кӗрекен чӗлхесене тӗпчекен Синджаро Казама унти чӑвашсемпе тӗл пулма килсе ҫитнӗ. Токиори университет профессорне Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗсем Олег Мустаевпа Тимӗр Хуначи кӗтсе илнӗ. Чӑваш халӑх сайтне Олег Мустаев пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнана вӗсем яраплансен портӗнче кӗтсе илнӗ.

Яппун профессорӗ Чӗмпӗре ҫитнӗ-ҫитмен Иван Яковлев патриарха пуҫ тайма кӑмӑл тунӑ.

Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Синджиро Казама Шупашкара, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, килнӗ. Ун чухне профессор чӑваш диалекчӗсемпе те кӑсӑкланнӑ. Тӗрлӗ халӑх диалектне пухса профессор словарь кӑларасшӑннине пӗлтернӗ.

Хӑнана ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче вӗренекен Анна Ижетникова пулӑшнӑ. Вӑл профессор ыйтнӑ 150 сӑмаха тури чӑвашсен диалекчӗпе куҫарса панӑ тата чӑвашла сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене диктофон ҫине ҫырса илнӗ.

#культура, #чӑваш чӗлхи, #Чӗмпӗр, #ЧНК, #Токио, #ЧПУ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Иван Петрович // 9259.3.8429
2019.08.22 21:14
Кусем камсем вара ? Мӗне пула чапа тухнӑ? Хӑйсене хӑйсем ят панӑ ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем