Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарсене Президент саламланӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 15.08.2019 20:21 | 214 хут пӑхнӑ
Культура

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен Президентне Михаил Игнатьева тата Шупашкарта пурӑнакансене республикӑн тӗп хулин юбилейӗпе саламланӑ.

1469 ҫулхи летопиҫсенче пуҫласа асӑннӑ хула Атӑлҫи тӑрӑхӗнче экономика, культура енӗпе пӗлтерӗшлӗ центрсенчен пӗри пулса тӑнине, пысӑк порт хули пулнине палӑртнӑ.

«Эсир хулан мухтавлӑ страницисемпе, литераторсемпе ученӑйсен, ҫар пуҫӗсемпе космонавтсен, артистсемпе спортсменсен ӑрӑвӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатӑр», — хакланӑ Президент.

Шупашкар паян — пысӑк, хитре, хальхи вӑхӑтри хула пулнине те асӑннӑ телеграммӑра. Кунта промышленность, ӑслӑлӑх, вӗренӳ вӑй-хӑвачӗ, социаллӑ пурнӑҫпа транспорт инфраструктури вӑйлӑ аталаннине палӑртса хӑварнӑ. Нумай нациллӗ хулара пурӑнакансем Шупашкар, Чӑваш Республикин, Раҫҫей аталанӑвне ырӑ витӗм кӳнине палӑртнӑ.

#Шупашкар, #юбилейсем, #уявсем, #саламсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Паллӑ юрӑҫ Чӑваш Енри амӑшӗсене Анне палӑкӗ умӗнче саламланӑ
2018, 11, 26
Шупашкара ҫуралнӑ кунпа саламлаттарасшӑн
2019, 01, 25
Элтепер Республика кунӗпе саламланӑ
2019, 06, 21
«Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ
2019, 07, 08
Шупашкар юбилейне пӗр эрне уявлӗҫ
2019, 07, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org